26 июля 2014 г.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Мускавра Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă.
Ĕçлĕ тĕл пулу вăхăтĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Раççей Президентне Чăваш Енри лару-тăрупа паллаштарнă. 2012 çултан пуçласа республикăра демографи лару-тăрăвĕ ырă енне улшăннă. 2013 çулта халăх йышĕ 1027 çын, юлашки 2 çул хушшинче нумай ачаллă çемьесем 11 процент таран ỹснĕ.
Республикăри лару-тăру лăпкă: 128 наци çынни, 8 наци ушкăнĕ пĕр-пĕринпе килĕштерсе тата ăнланса, йăла-йĕркене пăхăнса пурăнаççĕ. Кашни халăхăн йăли-йĕрки, культури пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ.
Михаил Игнатьев республикăра пурăнакан граждансен пурнăç условийĕсене лайăхлатас, çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса парас тĕлĕшпе йышăннă программăсем мĕнлерех пурнăçа кĕрсе пыни çинчен те каласа кăтартнă, Чăваш Республикин çитес çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕ пирки канашланă.
Сăмах май, Раççей Президенчĕн 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи Указĕсем республикăра ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Чăваш Енре пурăнакансен вăтам ĕç укçин шайĕ 20126 тенкĕпе танлашать. Тухтăрсен ĕç укçи - 26650, вĕрентекенсен - 21190, ача сачĕсенче тăрăшакансен ĕç укçи 19250 тенкĕ.
Сывлăх сыхлавĕнчи лару-тăру та лайăхланса пырать. Вилекенсен хисепĕ чакни те çакна лайăх çирĕплетет. Пурнăçран уйрăлса каякансем, Раççейри вăтам кăтартупа танлаштарсан, Чăваш Енре пĕчĕк. Çул-йĕр çинче пулакан инкексен хисепĕ пысăкки вара пăшăрхантарать.
Малтан палăртнă тăрăх, çулталăк вĕçленнĕ тĕле промышленность производствин индексĕ, ял хуçалăх таварĕсене туса илесси те ỹсĕ.
2010 çултанпа Чăваш Ен çыннисем пурăнасси 2 çул таран ỹснĕ, 2014 çулта вăл 70,7 çулпа танлашнă.
2011-2013 çулсенче 23 ача сачĕ хута янă, кăçал тата 14-шне ĕçе кĕртме палăртнă.
2011-2015 çулсенче республикăра 49 ача сачĕ хута яма палăртнă, вĕсенче 20 пин хушма вырăн пулĕ. Çакă ача сачĕсенчи черете пĕтерессине татса парĕ. Э
тноссен йышĕпе Чăваш Ен Раççей Федерацийĕнче 5-мĕш вырăнта. Федераци субъекчĕсенче, çав шутра Крымра, СНГ çĕр-шывĕсенче чăвашсен наципе культурăн 93 автономийĕ шутланать.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ 2012 çулхи утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шупашкар хулине никĕсленĕренпе 550 çул тата Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине уявласси çинчен калакан Указа алă пусса çирĕплетнĕччĕ. Унпа килĕшỹллĕн, уявсене хатĕрленес тата ирттерес енĕпе мероприятисен тĕп планне çирĕплетнĕ. Пысăк ĕçсен шутĕнче Чăваш Енри культура, физкультурăпа спорт, сывлăх сыхлавĕн объекчĕсене çĕнетесси, транспорт инфратытăмне тата ытти социаллă объектсене аталантарасси.
Источник: "Елчĕк Ен"