Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырăлăха куракан…("Елчĕк Ен")

19 июля 2014 г.

"Чи чаплă педагог - халăх" Г.Н.Волков.

Тĕнче шайĕнчи этнопедагог Геннадий Никандрович Волков паян пирĕнпе юнашар çук ĕнтĕ. Çапах та унăн ырă ячĕ халăхра ĕмĕрех упранĕ, унăн пил-пехилĕ малашне те пире ырă чун-чĕреллĕ пулма, тỹрĕ кăмăлпа ĕçлеме, туслă пурăнма, йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма пулăшса, хавхалантарса пырĕ.

Пуçламăш шкул вĕрентỹпе воспитани ĕçĕн никĕсĕ шутланса тăрать. Çак никĕс çирĕп пултăр тесен кĕçĕн классенчех ачасемпе çанă тавăрса ĕçлеме тивет.

Çитĕнекен çамрăк ăрăва çирĕп те тарăн пĕлỹ парас, ăна пур енлĕ аталанса ỹсме пулăшас тĕллеве мала хунă май уроксенче час-часах ентешĕмĕрĕн вĕрентỹ мелĕсемпе тата кĕнекисемпе усă курма, вăл ачасене тĕслĕхпе тата юратупа воспитани пама сĕннине асрах тытма тăрăшатăп. Ырăлăха куракан ачасем чунпа ырă кăмăллă пулма хăнăхса çитĕннине чунпа туятăп. Килте кĕçĕннисемшĕн ашшĕ-амăшĕ, ватăсем тĕслĕх вырăнĕнче пулсан, шкулта вĕсене вĕрентекен улăштарать. Асли валли те, çамрăккисемшĕн те усăллă Геннадий Никандровичăн сĕнĕвĕсем: "Аçу-аннỹне хисепле, вĕсемшĕн эсĕ яланах ача - пĕчĕк чухне те, ỹссе çитсен те, вăтам çулсене çитсен те. Санăн кашни утăму, кашни ĕçỹ - аçупа аннỹ умĕнче. Тĕрĕс те лайăх утăмусем вĕсене савăнăç кỹрĕç, тĕрĕс мар туни вара - хурлăх. Çавăнпа та аçупа аннỹне савăнтарма çеç тăрăш, вĕсене нихăçан та ан кулянтар. Яланах ас ту, пурнăç малаллах шăвать, эсĕ çитĕнетĕн, аçу-аннỹ ватăлать. Вĕсене малалла пурнăçра пулăш. Пĕчĕк чухне, ача чухне панă чун ăшшине аçупа аннỹне тавăрса пар. Эпир вĕсен умĕнче пысăк парăмра".

Г.Н.Волков кашни хайлавĕнчех ваттисен сăмахĕ урлă ăса вĕрентсе калама тăрăшнă. "Чи пысăк инкек" калавăн пĕлтерĕшĕ тарăн шухăша ярать. Мĕн-ши этемшĕн чи пысăк инкек? Алă çукки, урасăр, илтейми, курми пулни, ăсран тайăлни. Çук иккен. Вĕсенчен пысăкрах инкек пур çĕр çинче. Юлхавлăх. Юлхав - чи пысăк инкек.

"Тăван киле телей кỹрекен пул", - тет академик. Пилĕк сăмах. Анчах вĕсенче мĕнле тарăн шухăш палăртать аслă вĕрентекенĕмĕр. Çакă ачан мĕн пĕчĕкрен тăрăшса вĕренмеллине, унтан алла специальность илсе çĕр-шыва юрăхлă çын, ыттисемшĕн, уйрăмах хăвăн ачусемшĕн, ырă тĕслĕх пулмаллине калать. Вара этем пурнăçĕ, ватлăхĕ канлĕ пулĕ. Унтах тепĕр шухăш çирĕплетет: "Аçу-аннỹшĕн чи пысăк телей вăл - санăн тỹрĕ пурнăçу, ĕçченлĕхỹ, санăн ĕçри, вĕренỹри ỹсĕмсем".

Мĕн чухлĕ ăслă та тарăн шухăш академикăн сăмахĕсенче, вĕрентĕвĕнче. Çак шухăшсене çамрăк ăру патне çитернĕ чух вĕрентекен умĕнче çак тĕллевсем тăраççĕ - ачасем тỹрĕ чунлă, ăслă, сăпайлă, мал ĕмĕтлĕ пулса ỹсчĕр, ашшĕ-амăшне, ваттисене хисеплеме вĕренччĕр, Тăван çĕр-шыва, тăван чĕлхене юратма, хаклама хăнăхчăр.

Людмила МАРКОВА.

Энтепе.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика