Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тỹлевсем ỹсрĕç ("Елчĕк Ен")

16 июля 2014 г.

Коммуналлă пулăшу тỹлевĕсем 2014 çулхи пĕрремĕш çур çулта ỹсмен, вĕсем 2013 çулхи раштав уйăхĕнчи пекех пулнă.

Апла пулин те кăçалхи иккĕмĕш çур çултан - утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа коммуналлă пулăшу тỹлевĕсем хакланчĕç. Çапла майпа çурта е хваттере хутса ăшăтнăшăн, электроэнергипе, çут çанталăк газĕпе, сивĕ тата вĕри шывпа усă курнăшăн, шыва юхтарса кăларнăшăн çĕнĕ тарифсемпе тỹлеме тытăнтăмăр.

Кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа яллă вырăнта электроэнергипе усă курнăшăн - 1 киловат сехетшĕн 1 тенкĕ те 83 пус, çут çанталăк газĕпе усă курнăшăн - 1 кубла метршăн - 4 тенкĕ те 69 пус тỹлемелле.

Социаллă хỹтлĕхсĕр граждансене коммуналлă пулăшу тỹлевĕсемшĕн субсиди параççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика