16 июля 2014 г.
Кăçалхи 6 уйăхра районти ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕçлекенсен вăтам ĕç укçи пĕр çын пуçне шутласан 11386 тенкĕпе (2013 çулта - 9701 тенкĕ), çĕртме уйăхĕнче 12518 тенкĕпе (2013 çулта - 10641 тенкĕ) танлашнă. Чăвашстат пĕтĕмлетнĕ тăрăх, кăрлач-çу уйăхĕсенче республикăри çак кăтарту 11875 тенкĕ (2013 çулхипе танлаштарсан 112,7 процент ытларах) пулнă.
5 ял хуçалăх предприятийĕнче - "Победа", "АСК-Яльчики" ОООсенче, "Комбайн" ЯХПКра, "Энтепе" ОООра тата "Колос ЯХПКри ĕç укçи республика кăтартăвĕнчен пысăкрах. Чи пысăк шалу - 14197 тенкĕ - "Победа" ОООра. "Прогресс" АХОри, "Клевер" ОООри, Ленин ячĕллĕ ЯХПКри, "Эмметево" ОООри, "Кушка", "Сатурн" ЯХПКсенчи, "Яманчурино" ОООри, "Рассвет" ЯХПКри пĕр çын пуçне вăтамран шутлакан ĕç укçи республика кăтартăвĕнчен каярах. Виççĕмĕш ушкăнри "Нива" агрофирма", "Урожай" ОООсенчи, "Труд" тата "Марс" ЯХПКсенче ĕç укçин калăпăшĕ тата пĕчĕкрех.
С.МАЛОВА,
район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ.