05 июля 2014 г.
"Сăпкари пек пурăнатăп"
Кирек мĕн каласан та, ватлăхăн та хăйне евĕр илемĕ пур. Куç тулли ачасем, асанне, кукамай тесе чĕкеç чĕппи пек чĕвĕлтетекен, пĕринчен тепри илĕртỹллĕ те пултаруллă мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем. Урампа иртсе пынă чухне вара пурте: "Мария Ивановна, мĕнле пурăнатăр? Сывлăхăр епле?" - тесе пуç тайса калаçни пурнăç пустуй иртменнине çирĕплетет.
Аслă Пăла Тимешри Мария Ивановна Сверчковăпа паллашма тỹр килчĕ иртнĕ кунсенче. Калаçу çăмхи сỹтĕлчĕ те сỹтĕлчĕ хăй утса тухнă кун-çула шĕкĕлченĕ майăн. 78 çул хушшинче Мария Ивановна пурнăç тути-масине самаях астивнĕ. Пĕрремĕш юрату ăшши те, сăпкари ачана пăхнă мăшăрĕ те куç умĕнчен каймасть, 9 ача çуратса виççĕшĕ çамрăклах çĕре кĕнĕшĕн хурланса куççулĕ те типнĕ унăн. Ватлăхра вара 6 ачипе савăнса пурăннăшăн Турра тав тăвать.
Ача чухнех мал ĕмĕтлĕ пулнă Мария Шуркина (хĕр чухнехи хушамачĕ). Патăрьел районĕнчи Анат Туçара вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Патăрьелĕнче медсестрасен курсĕнче вĕренет. Малтанах трахома сестринче, унтан больницăра тĕрлĕ уйрăмсенче медицина сестринче тăрăшать. Яланах хăйĕн ĕçне чунтан парăннипе палăрнă вăл. Çавăнпа районти больницăна ертсе пыракансем те, чирлисем те хисепленĕ. Пĕлĕве малалла ỹстерес тесе Саратоври медучилищĕне вĕренме кĕнĕ вăл. Ачисем пĕчĕккĕ пулнăран ăна пĕтереймен. Ятарлă курс пĕтернĕ пĕлỹпех мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен медсестрара ĕçлет. Анат Туçари участок больницинче 22 çул тăрăшнă хыççăн Аслă Пăла Тимешне куçать. Кунти больницăра 20 çул вăй хунă. "Коммунизмла ĕç ударникĕ" ята та пĕрре мар тивĕçнĕ М.Сверчкова. Тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн панă Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем те нумай. Вĕсене ĕç ветеранĕ типтерлĕн упрать. Мăнукĕсемпе вĕсен ачисемшĕн архив пуçтарать вăл. Йăх-несĕл историне кашни çемье лайăх пĕлни вырăнлă.
Пултаруллă та сăпайлă, хитре хĕре куç хывакансем те сахал мар пулнă. Мария Ивановна Аслă Пăла Тимеш каччине суйласа илнĕ. Анатолий Сверчков та таврара маттур та ĕçчен пулнипе палăрнă. "Аварисĕр ĕçленĕшĕн" тата ытти Хисеп грамотисемпе чысланă ăна. Каярахпа Анатолий Лукиянович Аслă Пăла Тимеш участок больницине ĕçе вырнаçнă. Водитель стажĕ 36 çул пулнă харсăр çыннăн.
Пурнăçăн кашни минучĕпе хавхаланса пурăннă телейлĕ мăшăр. Çирĕп юратура ачисем те çунат сарса çитĕннĕ. Иккĕшĕ те ĕçпе кăна мар, хăйсене мĕнле тытнипе те, килĕштерсе, пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланнипе ырă ят çĕнсе илнĕ. Ачи-пăчине ỹстернĕ май савăнса кăна пурăнмалла пек, çук, таçтан-муртан инкекĕ сиксе тухнă. Чире пула Мария Ивановнăн савнă мăшăрĕ сусăрланать. Тепĕр ултă çултан операци сĕтелĕ çинчех куçне хупать. Чи çывăх çыннисĕр, пурнăç тĕрекĕсĕр тăрса юлнă Мария шăлне çыртать. Кĕçĕннисене ура çине тăратма вăй-хал сахал мар кирлĕ-çке.
Инкек туслă çемьене тата пĕтĕçтернĕ. Мĕн пĕчĕкрен колхоз ани çинче ĕçленĕ ача-пăча амăшне пур енлĕн пулăшнă. Унтан пĕрин хыççăн тепри пурнăçăн анлă çулĕ çине тухнă. Амăшне пĕччен хăварман. Халĕ Мария Ивановна Валери ывăлĕн çемйипе пурăнать. Хунямăшĕ кинĕпе пĕр чĕлхе тупнă. Уявсенче вара пысăк çемье тĕп киле пуçтарăнать. Ун чухне Мария Ивановнăран телейли никам та çук тейĕн. Ывăл-хĕрĕсем, кинĕ-кĕрỹшĕсем ял çинче кăна мар, республикипех паллă çынсем.
- Малтан упăшкам лайăх пăхрĕ. Хĕрарăма хисеплекен, ăна пур енĕпе ăнланакан çынччĕ. Сăпкари пек пурнăçа халĕ ачасем туса пачĕç. Ватлăх иртни сисĕнмест, - тет Мария Ивановна.
Ырă вăрлăхран - ырă çимĕç
Паян ултă ачипе мăнаçланса пурăнать Мария Ивановна. Халĕччен вĕсемшĕн пит пĕçертме тивменшĕн савăнать.
- Шкултах аван вĕренетчĕç. Пухусенче ачасен ячĕсене ырăпа аса илсен епле савăнаттăм. Ун чухнехи шкул директорĕ С.Терентьева халĕ те урамра тĕл пулсан хăйĕн вĕренекенĕсен çитĕнĕвĕсемпе интересленет, - ăшшăн пуплет амăшĕ.
Аслă хĕрĕ, Людмила, ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсан И.Н.Ульянов ячĕллĕ патшалăх университетне вĕренме кĕнĕ, химик специальноçĕпе диплом илнĕ. 1982-1985 çулсенче медицина училищинче, энерготехникумра ВЛКСМ комитечĕн секретарĕнче ĕçленĕ. 1985-2007 çулсенче Чăваш патшалăх университечĕн фармакологи кафедрин лабороторийĕн заведующийĕнче тăрăшнă. 2006 çулта "Формирование этнопедагогической культуры будущих медицинских работников офиса врача общей практики" темăпа кандидат диссертацине хỹтĕленĕ. 2010 çулта Людмила Анатольевнăна прикладной психологи кафедрин доценчĕ пулма уйăрса лартнă. Хальхи вăхăтра вăл çак университетрах социаллă тата клиника психологийĕн кафедрин доценчĕ. Вăл икĕ монографи тата 60 ытла вĕренỹпе методика тата наука ĕçĕсен авторĕ.
Надежда та аппăшĕ пекех ЧПУн хими факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Марина çак аслă шкултах экономист профессине алла илнĕ.
Валери те аслă пĕлỹ илнĕ. Энергетик - Елчĕкре ĕçлет.
Любовь медицина наукисен кандидачĕ, доцент, аслă квалификациллĕ врач. Вăл Чăваш патшалăх университетĕнче ĕçлет. Любовь Анатольевна 100 яхăн наукăпа методика ĕçĕ çырнă.
Кĕçĕнни, Вера, Мускавра ĕçлесе пурăнать. Вăл педагог.
Ачисем вĕреннĕ çын пулнăшăн амăшĕн хĕпĕртевĕ куç тулли. Кĕрỹшĕсем те иккĕшĕ профессор, пĕри летчик... Тăхăр мăнукĕ те çĕр-шыва юрăхлă çынсем пулса ỹсессе шанать ватă. Ачасем çемьери юратăва, килĕшĕве, ĕçченлĕхе курса ỹсеççĕ. "Улми йывăççинчен аякка ỹкмест", - теççĕ. Чăннипех те çапла пуласса шанать Мария Ивановна Сверчкова.
- Ачасен, ял-йыш хисепĕ темрен те паха. Этем ĕмĕрĕ хăналăх кăна. Ăна лайăх ирттересси хамăртан килет. Вăхăтĕнче ачасем ырă-сывă ỹсчĕр тесе эпир куç хупман. Халĕ тĕпренчĕксем хăйсен тивĕçне пурнăçлаççĕ, _ тет телейлĕ амăшĕ.
Тата мĕн кирлĕ хура-шурне самаях астивнĕрен çỹçĕсем кĕмĕлленнĕ ăш пиллĕ хĕрарăма?
В.СМИРНОВА.
Сăн ỹкерчĕксенче: Сверчковсен çемйи; Любовь; Людмила.