Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яланах çĕннине шыраççĕ

02 июля 2014 г.

Яланах çĕннине шыраççĕ

Аслă Пăла Тимешри фермăра тĕнче шайĕнчи стандартсене шута илсе 6-мĕш витене реконструкци тăваççĕ.

- Аталану çул-йĕрĕ - çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртнинче, - тет "Победа" сахал яваплă юлташлăх директорĕ Николай Головин.

Кунти фермăра ĕнесене районта чи малтан ятарлă залра сума тытăннă. Ун хыççăнах тата темиçе кивĕ витене çĕнĕ условире ĕçлемелле хатĕрлесе çитернĕ. Çуллахи лагерьти ĕç условийĕсене те ĕлĕкхипе танлаштараймăн: унта та апат сĕтелĕ вырнаçтарнă, сĕт пăрăх тăрăх холодильника çитет.

Мăйракаллă шултăра выльăхсен кивĕ витине тĕплĕ реконструкци тăвассипе çыхăннă тăкаксем те сахал мар - 2 миллион тенкĕпе танлашать. Проектпа смета докуменчĕсене темиçе уйăх каяллах хатĕрлесе çитернĕ. Çавна май Петр Доброхотов ертсе пыракан вырăнти строительсен ушкăнĕ пысăк та яваплă ĕçе çур аки вĕçленнĕ хыççăнах хавхалануллă кăмăл-туйăмпа пикеннĕ. Мĕншĕн тесен иртнĕ çулсенче те фермăри витесене реконструкци тума хутшăннă строительсем кунта шанчăклă ĕç вырăнĕ тупнине, тивĕçлĕ ĕç укçи алла илме май пулнине лайăх пĕлеççĕ.

Куç хăрать те алă тăвать. Ĕçе тĕплĕн пурнăçлама хăнăхнăскерсем кĕске вăхăт хушшинче нумай ĕç пурнăçлама ĕлкĕрнĕ. Витен хăш-пĕр стенисене ватса çĕнĕрен купаласси вĕçленсе пырать. Халĕ тинех кирлĕ мар, ытлашши япаласенчен хăтăлнă витене малашне кирлĕ оборудовани вырнаçтарасси анчах юлать. Çурла уйăхĕнче ăна хута яма палăртаççĕ. 2015 çул тĕлне ял хуçалăх предприятийĕнче фермăсенчи ĕне выльăхсен хисепне 1000 пуçа çитерме палăртаççĕ.

Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăракан "Победа" сахал яваплă юлташлăхра ĕç кăтартăвĕсем кашни çул ỹссе пыраççĕ. Кăçалхи 5 уйăхра самăртакан ушкăнри ĕне выльăхсем пĕр талăкра 1007-шер грамм ỹт хушнă, пĕтĕмпе 6547 центнер, кашни ĕнерен 2846 килограмм сĕт сунă. Ĕнесене хĕлĕн-çăвăн 3 хутчен суни те продукци туса илессине ỹстерме май парать.

Светлана АРХИПОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: строительсен ушкăнĕ витене проектпа килĕшỹллĕн купаласа çĕнетет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика