23 июня 2014 г.
Çуркуннехи тапхăрта экологи уйăхлăхне хутшăнса Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче тăван тавралăха санитари тĕлĕшĕнчен тирпей-илем кĕртессипе анчах мар, йывăç-тĕм лартасси çине те пысăк тимлĕх уйăрнă.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Виталий Рыбкин Кавалта пурăнакансем уйрăмах теветкеллĕ пулнине палăртать. Вĕсем пурте пĕр çын пек пулса ялти культура çурчĕн тата ферма çывăхĕнчи территорие, Экевер çырмине 500 тĕпе яхăн йывăç лартса хăварнă.
Çу уйăхĕн пуçламăшĕнченех çанталăк шăрăх пулчĕ. Нумаях пулмасть лартса хăварнă хунавсем çирĕп вăй илме те ĕлкĕрейменнине шута илсе культура ĕçченĕсемпе ял хуçалăх предприятийĕнчи специалистсем вĕсене шыв сапассине те йĕркеленĕ. Çапла майпа çут çанталăк тусĕсен тимлĕхне пула çамрăк йывăçсене шăрăхра типсе ларасран сыхлама май килнĕ. Ялти культура çурчĕ çывăхĕнчи çăка тата яхта йывăççисем вăй илсе епле ешернине курсан халĕ чун-чĕре савăнать...