23 июня 2014 г.
Энтепе ялĕнче тахçантанпах пулманччĕ. Çак кунсенче унта çитсе ялти культура çурчĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашма тỹр килчĕ.
Инçетри яла кăнтăрла вăхăтне çитнĕрен кунта пысăк çăра çакăнса тăрасса кĕтнĕччĕ. Çук, иккен. Культура çурчĕн заведующийĕпе Эльвира Артемьевăпа Антонина Мальцева техслужащи хĕрсех культура çурчĕ умĕнче тăрмашаççĕ. Ял илемĕ, культури чи малтанах çак çурт умĕнчен, вăл мĕнле ĕçленинчен килет. Çавăнпа та культура ĕçченĕсем куллен умри палисадникри чечексене шăвараççĕ, çỹп-çап пуçтараççĕ, ỹснĕ курăка çулаççĕ. Лаптăк пĕчĕк мар кунта. Çурт айккинче çỹллĕ йывăçсем ỹсеççĕ. Вĕсем çинче кураксем йăвасем çавăрса чĕпсем кăларма ĕлкĕрнĕ. Вĕсем кунĕн-çĕрĕн тавралăха варалаççĕ.
- Çак тирексене касас тесе ăшталанатпăр. Хамăр кăна тумалли ĕç мар-çке, - тет заведующи.
Ял тăрăхĕн администрацийĕ пулăшнипе йывăçсене касма автокран илсе килесшĕн. Чăн та, кураксен сассисене итлесе тăма пĕрре те кăмăллă мар.
Фойене пырса кĕретпĕр. Кунта ылтăн алăллă хĕрарăмсен ĕçĕсем çакăнса тăраççĕ. Валентина Васильеван тĕррисем уйрăмах кăмăла çунатлантарса яраççĕ. Кашни ĕçĕ ятарлă рама ăшĕнче. Çавăнпа пултаруллă çамрăк маçтăрăн ăсталăхĕпе кунта килекен кашни çын киленсе паллашать.
Тĕрлĕ стендсем йĕркелени те илĕртỹллĕ. Культура ĕçченĕсен кулленхи пурнăçне сăн ỹкерчĕксем лайăх çирĕплетеççĕ. Кашни уяв-мероприятие пĕтĕм ял çынни курма килеймест, кунта вара кам мĕнле конкурс-фестивальте палăрни паллă.
Эльвира Артемьева культурăра ĕçлеме пуçлани çурла уйăхĕнче 10 çул çитет. Петр Макаров та художество пултарулăх ертỹçинче сахал мар çул тăрăшать. Петр Алексеевич купăс тăсса ярсанах кăмăл çĕкленсе каять.
Ялта купăсçăсем çук мар. Акă, Юрийпе Анатолий Клементьевсем кирек мĕнле кĕвĕпе юрласа ташлаттарма пултараççĕ. Петр Данилов çамрăк та ялти çамрăксене купăс каласа салтака ăсатать. Фермăра ĕçлекен çамрăк талантне малалла ỹстерме ĕмĕтленет. Çак купăсçăсем ялти уявсенчен те пăрăнмаççĕ.
Ял халăхне культура çуртне йыхравлас тесе çичĕ кружок йĕркеленĕ. Ал ĕçне ăста Антонина Мальцева "Кружева" ятлине ертсе пырать. Ялти хĕрарăмсем унта çипсенчен тĕрлĕ япала çыхма вĕренеççĕ. Ачасем Лариса Данилова библиотекарь йĕркеленĕ драма кружокне кăмăллаççĕ. Паянхи ача-пăча е çамрăк хăйĕн пултарулăхне пур енлĕн аталантарма пултарать ялти культура çуртĕнче. Вĕсем хăйсене килĕшекен кружока суйласа илеççĕ. Спорт вăййисене юратакансен клубĕ те каçсерен çамрăксене хăй патне илĕртет. Шашка, шахмат, теннис вăййисене выляма пулать.
Юрлама, ташлама юратакансем валли фольклор ушкăнĕ йĕркеленĕ. Хăйсен тăрăхĕнчи вунă сăрта халалласа "Вун тỹпе" ят панă ăна. Унта ватăсем те çỹреççĕ. Ялти 94 çулхи Тихон Табаков ветеран кăçал кăна сцена çине тухайман. Иртнĕ çулсенче район шайĕнче иртекен фестивальсенче балалайка каласа савăнтарнă. София Матвеева, Ираида Суркова, Людмила Григорьева, Алевтина Щукина, Валентина Михайлова, Галина Александрова, Мария Никонова, Зинаида Артемьева, Эльвира Михеева, Дина Павлова, Валентина Кушникова, Екатерина Герасимова - фольклор ушкăнĕн активлă членĕсем. Тĕрлĕ çĕрте вăй хураççĕ ỹркенмен юрăçсем. Пушă вăхăта пĕрре те ахаль ирттермеççĕ, чăваш халăх юррисене юрласа чунĕсене уçаççĕ.
- Чун туртнипе çỹретпĕр эпир. Ял хĕрарăмне те кăштах интерес, канăçлăх кирлĕ. Ахаль те чылайăшĕ кил хуçи хĕрарăмĕ пулса ларатпăр. Юрать, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усратпăр, - теççĕ юрă ăстисем.
Вĕсем иртнĕ çул Шупашкар хулин праçникĕнче те хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Концертсенче, ватăсен юбилейĕсенче савăнăç кỹрекенсем те вĕсемех. Аваллăха упракансем ĕлĕкхи юрăсене юрланă чухне пир кĕпесем тăхăнаççĕ. Вĕсене ял çыннисенчен пуçтарнă. Хаваспах парнеленĕ ватăсем арчара выртакан кĕпесене.
- Кинсем вĕсене пур пĕрех çунтарса яраççĕ, - теççĕ ватăсем хăйсен çи-пуçĕ кама та пулин юрăхлă пулнăшăн савăнса. Ара, ăна вăхăтĕнче епле нушаланса тĕртнĕ-çке.
Культработниксем шкулпа, хуçалăхпа тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Л.Маркова учительница вĕренекенĕсем район шайĕнчи кăна мар, республикăри конкурс-фестивальсене хутшăнаççĕ. Хуçалăх та уявсенче пулăшу аллине тăсать. Юсав ĕçĕсенчен те пăрăнса юлмасть.
Кăçал ял тăрăхĕн администрацийĕ пулăшнипе çурта çĕнĕ сăн кĕртнĕ. Сцена, зал урайĕсене улăштарнă, стенасене сăрланă. Юсав ĕçĕсене пурнăçлама ют çынсене тытман, хăйсен çемйисемпе килĕштерсе ĕçленĕ. Çавăн пекех çывăх вăхăтра костюмсене çĕнетме шухăшлаççĕ мал ĕмĕтлĕскерсем.
Ялта кирек мĕнле уява та халăхпа пĕрле ирттересси çирĕп йăлана кĕнĕ. Малашлăх планĕсем те пĕчĕк мар: авăн уйăхĕнче Совет Союзĕн Паттăрĕ Семен Алексеевич Андреев çуралнăранпа 90 çул çитет. Ăна чыслăн паллă тума хатĕрленеççĕ ял çыннисем. Уяв тĕлне Паттăр çуралса ỹснĕ урама вак чул сарасшăн ял халăхĕ. "Вун тỹпе" фольклор ушкăнĕ çĕнĕ программа хатĕрлет...
В.КИРИЛЛОВА.
Сăн ỹкерчĕкре: культработниксем ĕçе урамран пуçлаççĕ.