Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тыр-пул шăпи - çут çанталăк аллинче

06 июня 2014 г.

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче ака ĕçĕсене мĕнле пахалăхпа ирттернине тата калчасем епле шăтса тухнине эрне кун районти канашлура пĕтĕмлетнĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă.

Ял хуçалăх производствинчи ĕç-хĕле йĕркелесе пырассипе пирĕн район республикăри нумай районшăн тĕслĕх пулса тăнине пурте лайăх пĕлеççĕ. Çĕр-аннемĕре хисепленине, çĕр лаптăкĕсемпе пĕлсе тата тухăçлă усă курнине, анасем çум курăксăр пулнине, пысăк тухăçлă тыр-пул çитĕнтернине палăртса калани ял çыннисене кашни кунхи ĕçе тĕплĕн пурнăçлама хистет. Хăйсенчен çирĕп ыйтма хăнăхнă районти çĕр ĕçченĕсем черетлĕ çур акире палăртнă тĕллеве те туллин пурнăçланă. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене агротехника хушнă чи кĕске вăхăтра 15000 гектар ытла, çав шутран 1000 гектар пăрçа акса хăварнă. Иртнĕ ырă вăхăтсенчи паха ĕç опычĕпе усă курса пусă çаврăнăшне кирлĕ пек йĕркелеме май паракан тата выльăх-чĕрлĕхшĕн усăллă белокпа пуян культурăна акнă чухне зерновка чирĕ - хурт-кăпшанкă ермен чи лайăх вăрлăхсемпе анчах усă курнă. "Яманчурино" ОООра, "Прогресс" АХОра, "Комбайн" ЯХПКра, "Эмметево" ОООра тата "Рассвет" ЯХПКра пăрçа анин лаптăкĕ чи пысăкки.

"Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче районта пуринчен малтан - ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акма тухнă. Вĕсем хыççăнах кỹршĕллĕ "Прогресс" АХОра тата "Победа" ОООра, "Рассвет", "Сатурн" ЯХПКсенче, "АСК-Яльчики, "Клевер" ОООсенче яваплă ĕçе пикеннĕ. Асăннă ял хуçалăх предприятийĕсенче калчасем парка шăтса тухнă. Апла пулин те малти вырăнсене палăртнă чухне калчасен çăралăхĕпе уйсем çум курăксăр пулнине анчах мар, уй-хирте пурнăçланă пĕтĕмĕшле ĕç калăпăшне, çĕнĕ технологисемпе усă курнине те шута илнĕ. Çавна май районти комисси членĕсем ỹсен-тăран культурисене 5048 гектар çинче акса хăварма пултарнă "Прогресс" акционерсен хупă обществи палăртнă кăтартусене туллин пурнăçланине, пĕрремĕш вырăна тивĕçлĕ пулнине палăртнă. Вĕсенчен вĕренмелли те нумай. Чăваш Енри малта пыракан ял хуçалăх предприятийĕнче ĕçе тухăçлă йĕркелеме май паракан çĕнĕ технологисемпе анлăн усă кураççĕ. Черетлĕ çур акире уй-хирти ĕçсен пысăк пайне "Агро-Союз" ака комплексĕпе усă курса пурнăçланă.

Çанталăк условийĕсене пăхмасăр кашни çул тухăçлă тыр-пул çитĕнтерекен, черетлĕ çур акире пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1320 гектар лаптăкра акса хăварнă "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕ ĕçлĕ ăмăртура иккĕмĕш вырăна тухнă. Ял хуçалăх предприятийĕнчи Леонид Сусметов механизатор вара районĕпе илсен çур акире чи пысăк ĕç калăпăшĕ пурнăçланине палăртнă. Çĕнĕ йышши ака комплексĕпе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене те чи пысăк пахалăхпа акса хăварнă вăл. Çĕр ĕç культурисене туса илессипе районти малта пыракан хуçалăхсемпе танлашнă, çĕнĕ технологисене хăюллăн ĕçе кĕртекен "АСК-Яльчики" ОООн уй-хирĕсенчи пĕр тикĕс, парка çитĕнекен калчасене те комисси членĕсем тивĕçлипе хакланă, виççĕмĕш вырăн тесе палăртнă. Çĕрпе пĕлсе тата тухăçлă усă курнăшăн паракан вымпела 2013 çулта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене туса илессипе сарăлнă ăмăртура çĕнтернĕ - кашни гектартан 32,2 центнер тĕш тырă пухса кĕртнĕ "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕ тивĕçнĕ.

Районти хресчен (фермер) хуçалăхĕсем те сăмаха çилпе вĕçтермен - тĕрлĕ чăрмавсене пăхмасăр хăйсем пикеннĕ ĕçĕн вĕçне тухнă. Курнавăшри Александр Мясников çĕр улми лартассинчи ĕç условийĕсене туллин пурнăçланине тивĕçлипе хакланă. Таяпа Энтринчи Анатолий Петровпа Федор Шадриков, Владимир Галкин, Курнавăшри Юрий Цветков, Аслă Елчĕкри Владимир Черновпа Николай Светлов, Кĕçĕн Таяпари Борис Головин тата ыттисем те çирĕп шухăш-кăмăллă, йывăрлăхсене парăнман çынсем - чăн-чăн çĕр ĕçченĕсем.

...Районти уй-хирсенче калчасем мĕн тери лайăх шăтса тухни çинчен каласа кăтартрăмăр. Анчах çĕртме уйăхне çитсе те çумăр кĕтсе илейменни, çу уйăхĕнче нихăçан пулман шăрăх тăни пурне те хăратать, сехĕрлентерет. Шăрăха, типĕ çанталăка пула 2010 çулта шар курнине аса илес килмест. Ỹсен-тăрана кирлĕ нỹрĕк тăпрара халĕ мĕн чухлĕ юлнине пĕлес килет. Чăвашгидрометеоцентр специалисчĕсем палăртнă тăрăх ака-çу уйăхĕсенче нỹрĕк нормăринчен 52-55 процент сахалрах ỹкнĕ. Çав вăхăтрах сывлăш температури нормăринчен 7-11 градус ăшăрах тăнине шута илсен савăнмалли сахалрах пулнине ăнланатăн. Ял çынни хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçланă пулин те малашнехи тыр-пул шăпи пĕтĕмпех çут çанталăкран килет. Çумăр çуса савăнтаринччĕ. Халĕ пурте çакна кĕтетпĕр...

Светлана АРХИПОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика