Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пушартан хăрушши пур-ши?

03 июня 2014 г.

Пушартан хăрушши пур-ши?

Юлашки пилĕк çул хушшинче Чăваш Республикинче пушарсен шучĕ тата вут-çулăмра вилекенсем чакни палăрать. Анчах çакă лăпланса лармаллине пĕлтермест - пушарсем çав-çавах тухаççĕ. Çу уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне республикăра 392 (районта - 5) пушар пулнине регистрациленĕ, вĕсенче 50 çын вилнĕ, 52 çын суранланнă (районта вилекенсемпе суранланакансем пулман).

Статистика кăтартăвĕсем тăрăх пушарсем ытларах (77 процент) çынсем пурăннă вырăнта (кил-çурт, общежитисем, кил карти) пулнă. Кăçал районта тухнă пушарсем 200 пин тенкĕлĕх тăкак кỹнĕ. Çакна палăртмалла: пĕлтĕр çак тапхăрта Елчĕк территорийĕнче сиксе тухнă 4 "хĕрлĕ автан" 70 пин тенкĕ тăкак кỹнĕ. Пушарсен сăлтавĕсем пĕр евĕрлех - уйрăм хуçалăхра пурăнакансен тимсĕрлĕхĕ. Электрооборудовани, кăмака юсавсăрри, ачасем шăрпăкпа выляни те инкексем патне илсе пырать.

Çавăн пекех республикăра ỹсĕрле чĕлĕм туртса выртакансене пула кил-çурта çулăм ярса илнĕ тĕслĕхсем те сахал мар - 64. Чылай чухне туртаканни хăй те çунса вилет (республикăра - 26 çын). Уйрăмах пушарта ачасем вилни чуна çỹçентерет. Кăçал республикăра вут-çулăмра 5 ача пурнăçĕ татăлнă.

Аслисем, ашшĕ-амăшĕ! Умра - çуллахи каникул. Ачăрсемпе мăнукăрсене тимлĕхсĕр ан хăварăр, сăнасах тăрăр. Шăрпăка пĕчĕккисем илеймен, тупайман çĕре пуçтарса хурăр.

Хальхи вăхăтра Чăваш Енре çанталăк шăрăх тăнăран пушар тухас хăрушлăх уйрăмах пысăк. Аса илтеретпĕр: пирĕн республикăра çу уйăхĕн 14-мĕшĕнчен вăрмана ирĕккĕн кĕрсе çỹреме чарнă.

Хисеплĕ граждансем! Вут-çулăмпа асăрхануллă пулăр. Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене ан пăсăр. Пушар тухнине асăрхасанах 01 номерлĕ телефонпа шăнкăравлăр. Карас телефонĕпе тỹлевсĕрех 112 номерпе шăнкăравлама пулать.

А.САЙКИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика