03 июня 2014 г.
Ют ачасем çук
Аслă Пăла Тимешри Еленăпа Александр Портновсене ялта кăна мар, таврара та пĕлмен-палламан çын çук. Ырă та пархатарлă ĕçсемпе палăрнă вĕсем. Çамрăксем çĕнĕ урамра çурт лартнă, анчах унта пурăнма куçас тенĕ вăхăтра амăшĕ тăрук чирлесе ỹкнĕ. Пурнăç парнеленĕ хаклă çынна пĕччен хăварма пултарайман çамрăк мăшăр.
- Атте-анне çуртне хупсан намăс пире. Вунă пĕр тăван çитĕннĕ пỹрт пуриншĕн те хаклă. Çемье уявĕсене тĕп килте пĕрле пуçтарăнмасан мĕнле пултăр! - тет Портновсен кĕçĕн ывăлĕ Александр.
Елена Анатольевнăпа Александр Павлович тĕп кил вучахне сỹнме паман. Халĕ ашшĕпе амăшĕ те юнашар çук ĕнтĕ, пĕр тăвансем те тĕрлĕ енне саланнă. Çапах та Портновсен хапха алăкĕ унчченхиллех хупăнма пĕлмест. Тăтăшах çын кĕрсе çỹрет. Уйрăмах çамрăксем Сашук пиччĕшĕ патне кирек мĕнле ыйтупа та сĕнỹ-канаш ыйтма пыраççĕ.
Акă пỹрте пĕчĕк арçын ача чупса кĕчĕ.
- Анне, атте, пирĕн патăмăрта хăнасем пур-им? - терĕ вăл пирĕн çине тинкерсе пăхса.
- Çапла, санпа паллашма килнĕ вĕсем,- терĕç амăшĕпе ашшĕ пĕр харăсах. - Урамра чупса çитет пулĕ, пỹрте кĕр...
- Эпир фермăнах кайнă. Каллех ỹкрĕм, - пит-куçĕ ыратнине палăртас темерĕ курăнать Андрей, кайри пỹрте тумне улăштарма тухрĕ.
Чăнннипех те Портновсем патне килнин сăлтавĕ Андрей пулса тăчĕ. Вăл Еленăпа Александрăн опекăна илнĕ ывăлĕ. Унпа маларах ăнсăртран Елчĕкре паллашма тỹр килнĕччĕ. Вырăсла та, чăвашла та лайăх пуплет.
- Эпир интернатран илнĕ чухне виçĕ çул та çичĕ уйăхраччĕ вăл. Çỹллĕшĕ 60 сантиметрччĕ. Калаçма пĕлместчĕ, - иртнине аса илет Елена Анатольевна.
Андрей Еленăн тăванĕн ачи. Сусăр пулнăран пăрахса хăварнă ăна. Аллипе ури кĕске пулни кăна мар, ỹт-пĕвĕ те пĕчĕккĕ.
Сусăрсен интернатĕнче пурин те пĕр шăпа. Кашнийĕнпе ларма майĕ те çук-тăр. Калаçма пĕлмен ача çемьен пысăк тимлĕхне пула часах сăмахсем перкелешме пуçланă.
- Кунĕн-çĕрĕн унпа калаçаттăмăр, физкультура тутараттăмăр. Вăхăт иртнĕçемĕн чиперех пуплеме пуçларĕ. Тухтăрсен сĕнĕвне шута илсе малтанах вырăсла кăна калаçтараттăмăр. Каярахпа çăмăллăнах чăвашла вĕренчĕ. Çичĕ çул вăл пирĕнпе пĕрле. Пире атте-анне тесе чĕнет, - пĕлтереççĕ Елена Анатольевнăпа Александр Павлович.
Андрей халĕ вуннăра. 4 класс пĕтернĕ. Çỹллĕшĕ пĕр метр. Пĕрле вĕренекенсенчен уйрăлса тăрать пулсан та юлташсем те сахал мар унăн. Тĕрĕссипе "класри çăлтăр" тесен те йăнăш мар. Пурте унпа выляма, калаçма кăмăллаççĕ. Кỹршĕ хĕр ачипе - Алинăпа - уйрăмах туслă.
Андрей кĕнеке вулама юратать, çавна май тавра курăмĕ те пĕчĕк мар. Алла кăранташ тытсан ỹкерчĕкĕсем те хитре пулса тухаççĕ. Амăшĕ культура ĕçченĕ пулнă май юрлама та ăста.
- Уйрăмах велосипедпа ярăнма кăмăллатăп, - хавхаланса каласа парать вăл.
Çак кунсенче пиччĕшĕ кролик илсе килсе панă та, ăна пăхасси илĕртет ачана.
Мĕн пĕчĕкрен ашшĕпе амăшĕн юратăвне курса, туйса ỹснĕрен чунĕ ырă Андрейăн. Кирек кампа та хăйĕн мĕн пуррине çурмалла пайлать, çемье тĕрлĕ ĕç пурнăçлать пулсан - вăл та юнашар, пĕчĕк çеç аллисемпе кирек мĕнле ĕçе ярса тытать.
Кăçал Портновсем "Йывăç ларт та ăна упра" акцие хутшăнса хăйсенчен инçех мар пушă, çỹп-çап вырăнĕ пулнă лаптăка тасатса 30 тĕп йывăç лартса хăварнă. Епле ăшталанса çỹрерĕ çемйипе Андрей. Хальхи вăхăтра ашшĕпе пĕрле вĕсене шăварса тăрать. Йывăçсем ешернĕ, вĕсене йыт-качкаран хỹтĕлесе сетка тытса çавăрма та ỹркенмен тăрăшуллă çемье.
- Эпĕ паспорта Портнов хушаматпах илетĕп, - тет Андрей мăнаçлăн.
Унччен те пулмарĕ, пỹрте çамрăксем кĕрсе тăчĕç. Пĕр-пĕрне çирĕп алăсемпе сывлăх суннă хыççăн ăш пиллĕ калаçу пуçланчĕ.
- Сашук пичче, çуралнă куна пĕрле уявлама чĕнетпĕр. Эсир пулман пулсан эпир йĕркеллĕ çын пулаймастăмăр, - теççĕ вĕсем.
- Пыратпăрах, пыратпăрах, - тесе ăсатрĕç çамрăксене Портновсем.
- Ара, кашни çамрăкăн çуралнă куннех çитейместĕр пулĕ ĕнтĕ? - тетĕп вĕсене.
- Кусем хамăрăн ачасем, вăхăтĕнче "Юман" клуба çỹренĕ. Ют ачасем пирĕн пата килмеççĕ, - тет Александр Павлович.
Тỹрех каласа хăварам, 19 çул хушшинче Аслă Пăла Тимешри информаципе культура центрĕ çумĕнче йĕркеленĕ "Юман" спорт клубĕн членĕсем йывăр атлетикăпа районта иртекен ăмăртусене тăтăшах хутшăнаççĕ. Малтанах икĕ команда тăратма та хал çитернĕ. Александр Павлович калашле, "тимĕр тусĕсене" обществăлла тренер автобуспа илсе çỹренĕ. Унтан хăйĕн çăмăл машинипе инçе çула çывăхлатнă. Штанга йăтакансен йышĕнче ытларах йывăр шăпаллă ачасем пулнăран вĕсене ăмăртăва кирек ăçта илсе кайсан та çул çинчи тăкака хăй саплаштарнă. Унсăр пуçне çитернĕ, тумлантарнă...
- Çемьене тăкак кỹрет-çке ку спорт? - тетĕп Елена çине тимлĕн тинкерсе.
- Çавăнпа та çуртра евроюсав та тăваймастпăр. Ку темех мар. Унччен спорт кружокне çỹренĕ ачасем халĕ киле килсех ырă сăмахсем каласа тав туни мĕне тăрать, - тет Елена Анатольевна ăшшăн йăл кулса. Унтан Александр Павлович хушса хурать:
- Мăшăрăм ăнланнинчен килет веçех. Вăл та ăмăртусенчен юласшăн мар. Вăйлă болельщик вăл пирĕн.
Мĕн каламалли: спорт кружокне çỹренĕ ачасем килне çитиччен чи малтан Сашук пиччĕшĕ патне кĕрсе тухаççĕ. Çул çинчен килекенсене мĕн пуррипе хăналаççĕ ăш пиллĕ çынсем. Хăйсем те кучченеçсĕр килмеççĕ.
- Ачасем урамра усăсăр çапкаланса ан çỹреччĕр, спортпа туслă ача усал ĕç тунă çĕре хутшăнмасть. Çавăнпа та хамăртан мĕн килнине чун ыйтнипе тума тăрăшнă, тăрашатпăр та, анчах халĕ ашшĕ-амăшĕ ывăл-хĕрне штангăпа туслаштарасшăн марри лайăх сисĕнме пуçларĕ, - пĕлтерет тренер.
Спорт кружокĕнче штанга кăна йăтмаççĕ çамрăксем, кунтах алă вăйĕ виçеççĕ, теннисла выляççĕ.
Иртнĕ çултанпа çемье ял тăрăхĕнче иртекен волейбол ăмăртăвне хăйĕн командине тăратать. Çавăнпа та ятарлă форма та çĕлеттернĕ. Кĕçĕнни вара хăйĕн форми çине "Андрей Портнов" тесех çыртарнă. Хальлĕхе вăл документ тăрăх Капустин-ха. Ку та Портновсемшĕн ют мар, Еленăн хĕр чухнехи хушамачĕ шăпах çапла.
Пĕрре курса куç хывнă
Еленăна Александр Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ чухне тĕл пулнă. Аслă Пăла Тимеш каччи виççĕмĕш курсра агронома вĕреннĕ ун чухне. Етĕрне пики "Алло, эпир талантсем шыратпăр!" конкурсра тупăшнă. Хăйсен енчи чăвашсен тумне тăхăннă хĕр юрату юрри шăрантарма пуçласанах каччăн чĕри хыттăн тапма пуçланă. Çав кунах мел тупса пултаруллă хĕрпе паллашнă, çывăх туслашнă. Часах студентсем туй кĕрлеттернĕ. Унтан пĕрремĕш пепке - Павел çуралнă.
Саша алла диплом илсен тăван ялта бригадира вырнаçнă. Елена малалла вĕреннĕ. Вăл та агроном специальноçне алла илсен упăшкин тăван ялне таврăннă. Çамрăк хĕрарăм ĕç шыранă, анчах ялта çĕр хуçисем кирлĕ мар.
- Клуб темиçе çул хупă тăрать, çавăнта пултаратăнах эсĕ. Тытăнса пăх-ха, - тенĕ ăна ялти пуçлăхсем.
Юрă-ташăра маххă паман, çынпа пĕр чĕлхе тупма пултаракан пĕр ачаллă вăр-вар хĕрарăм мăшăрĕ çине ăшшăн пăхнă. "Икĕ алла пĕр ĕç, килте ахаль ларас килмест", - тенĕ те вăл клуба утнă.
Александр та мăшăрĕнчен юлман. 11 çул хутăнман культура çуртне çамрăксене мĕнле чĕнмелле?
- Чи малтан ăшăнмалла. Çавăнпах спорт кружокĕ уçатпăр, - тенĕ Александр мăшăрне пур енлĕн пулăшу аллине тăсса.
Виççĕмĕш класран штангăпа интересленекен Саша пĕрремĕш разрядлă спортсмен. Каланă - тунă.
Паян Портновсем Н.Кувшиновăпа, Тольăпа Любовь Иноходовсемпе, хăйсен Павел ывăлĕпе мухтанма пултараççĕ. Вĕсем спорт мастерĕн кандидачĕсем.
Еленăпа Александрăн Маргарита хĕрĕ кăçал Елчĕкри вăтам шкултан вĕренсе тухать. Çемье каçхине ĕçленĕ май ачисене те пĕрле илсе кайнă. Çавăнпах ывăлĕпе хĕрĕ те спортпа туслашнă. Халĕ Маргарита алă вăйĕ виçессипе спорт мастерĕн кандидачĕ, 17 çула çитмен хĕр ачасенчен йĕркеленĕ Раççейĕн пĕрлештернĕ тĕп командин членĕ, штанга йăтассипе пĕрремĕш разряд илнĕ.
Паян Елена Анатольевна ертсе пыракан Аслă Пăла Тимешри информаципе культура çурчĕ çĕнелсе пуянланнă. Унта 7 кружок ĕçлет. Паллах, спорт кружокĕ те хăйĕн ят-сумне çухатман. Александр Павлович ачасене спортпа туслаштарма вăхăт тупатех. Хăй вара куллен Комсомольскине ĕçе çỹрет. Унта федерацин кадастр палатин Комсомольскинчи уйрăмĕнчи пай ертỹçинче тăрăшать.
Туслă та килĕштерсе пурăнакан çемьен ăшши, хỹтлĕхĕ, вăйĕ тăван ачисене кăна мар, ыттисене те çитнĕшĕн хĕпĕртетĕн. Çакăн пек тараватлă та теветкеллĕ, ырă кăмăллă, пысăк чун-чĕреллĕ çынсем çинче тытăнса тăрать те тĕнче.
В.КИРИЛЛОВА.
Сăн ỹкерчĕкре: Портновсем Андрей ывăлĕпе.