14 мая 2014 г.
Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче эпир кашни çулах пурте хумханса тата савăнса кĕтекен Аслă Çĕнтерỹ уявне паллă тăватпăр, вăрçă хирĕнче паттăррăн çапăçса Тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне упраса хăварнă тата Европăри халăхсене мирлĕ пурнăç парнеленĕ ветерансене, тылра ырми-канми тăрăшнă ĕçченсене, салтак арăмĕсене сума сăватпăр, вăрçă хирĕнчен таврăнайман паттăрсене асăнатпăр.
Халăх историйĕнчи чи хаяр, хăрушă вăрçă кĕрлевĕ шăпланнăранпа 69 çул çитнине халалланă мероприятисем çу уйăхĕн 8-мĕшĕнчех пуçланчĕç. Çак кун кашни ялтах вăрçăран таврăнайманнисене халалласа лартнă палăксен умĕнче митингсем тата концертсем иртрĕç, ял халăхĕ ветерансене чысларĕ.
Район центрĕнче пурăнакансем Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕсене, мирлĕ вăхăтра та тĕрлĕ хирĕç тăрăва хутшăнса пуçĕсене хунă паттăрсене халалласа "Асăну çурти" ятпа иртнĕ акцие хутшăнчĕç. Яшсемпе хĕрсем чи малтанах воин-интернационалистсене асăнса лартнă палăк умне пуçтарăнса чечек кăшăлĕсем хучĕç. Хăрушă вăрçа ентешсем шăпах çак вырăнтан тухса кайнă. Вĕсен ырă тĕслĕхне асрах тытса çамрăксене халĕ те çак çурт умĕнчен Тăван çĕр-шыва тивĕçлĕ сыхлама пиллесе çара ăсатать Елчĕк халăхĕ.
Унтан акцие хутшăннисем факелсемпе ялавсем, лампадкăсемпе хунарсем йăтса шăплăхра Совет, Иванов урамĕсемпе утса çаврăнчĕç, Тĕп лапамра чарăнчĕç. Пулас хỹтĕлевçĕсем, воин-интернационалистсем палăк çумĕнчи вĕçĕмсĕр çунакан çулăм умне гирляндăсем хучĕç. Митинга хутшăннисене Мускав çар округĕн штабĕн пай начальникĕ Вячеслав Михайлович Ильин полковник тата унăн мăшăрĕ Людмила Николаевна саламларĕç.
Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсен, Елчĕкри культурăпа кану центрĕн тата искусство шкулĕн ĕçченĕсен вăрçă çулĕсене тата мирлĕ вăхăта сăнлакан юрри-сăввисем хыççăн фейерверк тĕрлĕ тĕспе çуталчĕ.
Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче вăрçăпа тыл ветеранĕсем, предприятисемпе организацисен коллективĕсем, ял тăрăхĕсен делегацийĕсем тата хăнасем 10 сехет тĕлне Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче, тĕрлĕ çулсенче "хĕрỹ точкăсенче" пуçĕсене хунă тата паянхи кун çĕр-шывăн мирлĕ тỹпине хỹтĕлекен ентеш-летчиксене халалланă монумент умне пуçтарăнчĕç.
Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсен вăрçă çулĕсене, Аслă Çĕнтерĕве, çĕр-шывăмăрăн мăнаçлăхне, Раççей халăхĕн никама пăхăнманлăхне халалланă юрри-сăввисем чĕресене хумхатрĕç, вăрçă çулĕсем мĕн тери хăрушă та хаяр, йывăрлăхпа туптаннă Çĕнтерỹ пысăк савăнăç пулнине тепĕр хут аса илтерчĕç. Вĕсем çĕр-шыва мăн аслашшĕсем пекех хастар сыхлама, юратма сăмах пачĕç, ветеран-фронтовиксене мирлĕ тỹпешĕн тата çутă куншăн тав турĕç.
Уява Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владислав Сайкин уçрĕ, пуçтарăннисене Аслă Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе саламланă май кашнинех ырлăх-сывлăх сунчĕ. Салам сăмахĕсем çумне Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсен уйрăмĕн начальникĕ Сергей Данилов подполковник, Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин Хусанти юридика академийĕн курсанчĕ Иван Федоров кĕçĕн сержант хутшăнчĕç. Сергей Данилов афган вăрçин участникĕсене Совет Çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа 25 çул çитнине халалланă медальсемпе чысларĕ.
Унтан уява хутшăннисем лозунгсемпе плакатсем, чечексемпе шарсем йăтса Елчĕк районĕнчен тухнă Совет Союзĕн Геройĕсем А.Ф.Беляев, Н.П.Иванов ячĕпе хисепленекен урамсемпе иртсе Тĕп лапама пуçтарăнчĕç. Пурте туслăн урра! кăшкăрни аякка саланчĕ çак самантра.
Ветерансем Тĕп лапамри палăк умне сумлăн вырнаçса ларсан Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин сăмах илчĕ. Вăл кашнинех уяв ячĕпе саламласа пурне те çирĕп сывлăх, нумай-нумай çул пурăнма ырăлăх, тăнăç пурнăç сунчĕ.
- Аслă Çĕнтерỹ кунĕ - çĕр-шыв историйĕнче паллă йĕр хăварнă уявсенчен пĕри. Çулсем иртнĕ май унăн сумĕ ỹссех пырать. Шел пулин те, вăрçă вучĕ витĕр тухнă ветерансен йышĕ çулсеренех чакать. Паянхи кун районта 33 вăрçă ветеранĕ анчах пурăнать. Вăрçă участникĕсене, салтак арăмĕсене, тыл ĕçченĕсене паянхи лăпкă пурнăçшăн чун-чĕререн саламласа вĕсен умĕнче пуçăмăрсене таятпăр. Сывлăх, телей пултăр сирĕн пурин те, - терĕ вăл.
Вăрçăра вилнисене асăнса митинга килнисем пĕр минут шăп тăнă хыççăн ветерансен ячĕпе вăрçă участникĕ - Патреккелĕнче пурăнакан пĕртен-пĕр ветеран Николай Васильевич Скворцов сăмах илчĕ. Вăл вăрçăри йывăрлăхсем пирки аса илсе калаçни митинга хутшăннисен чунĕсене хумхатрĕ. Чăваш Республикин вĕренỹпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Светлана Петрова, Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсен уйрăмĕн начальникĕ Сергей Данилов та тухса калаçрĕç. Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ахрăмĕ аяккарах та аяккарах кайса пынă май çĕнтерỹçĕсен вилĕмсĕр паттăрлăхĕ, вăй-халĕпе тỹсĕмлĕхĕ, тăван çĕре чун-чĕререн юратни малашнехи ăрусемшĕн ырă тĕслĕх пулмаллине палăртрĕç вĕсем. Светлана Владимировна Тăрăмра пурăнакан салтак арăмне - Анастасия Ермолаевна Тихоновăна хваттер туянма е çурт-йĕр çĕклеме уйăракан укçа-тенкĕ илме май паракан свидетельство парса чысларĕ. Елчĕк шкулĕнче вĕренекен Александр Леонтьев район çамрăкĕсен ячĕпе çĕр-шыва ветерансем пекех чыслăн хỹтĕлеме тупа турĕ.
Митинга хутшăннисем вăрçă хирĕсенчен таврăнайманнисене сума суса пĕр минут шăп тăчĕç.
Сасартăк Тĕп лапамра тăракансем 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшне "таврăнчĕç". Çуллахи шăрăх та илемлĕ кун. Шурă тум тăхăннă хĕрарăмсемпе арçынсем утă çулнă вăхăт. Ачасем чечексене татса пуç кăшăлĕ тăваççĕ. Çак мирлĕ вăхăтра, савăнăçлă самантра никам та хăрушлăх пирки шухăшламасть. Кашнинех хăйĕн ĕмĕт-тĕллевĕ. Шкултан вĕренсе тухакансем тĕрлĕ вĕренỹ учрежденийĕсене вĕренме кĕрес тĕллевлĕ. Каçсерен урама тухса ларакан çамрăксем чуна çывăххисене сăнаççĕ, çемье тĕвĕлесе пурнăç тăвасси пирки ĕмĕтленеççĕ. Анчах та вăрçă пуçланнине пĕлтерни пурнăçа йăлт тепĕр майлă çавăрса хурать. Çак хăрушă сăмахсем пурнăç çулĕ çине тухакансенне анчах мар, çĕр-шыври пур халăхăн ĕмĕт-тĕллевне татса, юнпа тата тусанпа таптаса хураççĕ.
"Вставай, страна огромная" юрăпа Тĕп лапам тăрăх салтак ачисем юрласа иртеççĕ. Вĕсем "вăрçа кайнине" сăнанă май ветерансем хăйсен çамрăклăхне аса илчĕçех пуль, куçĕсенче çутă тумламсем йăлтăртатрĕç.
Вăрçă - хăрушă. Вăл çыннăн пурнăçне пĕр шелсĕр татать, таптать, çунтарать, аркатать. Амăшĕсемпе ачисем, çамрăк мăшăрсем, йăмăкĕсемпе шăллĕсем çывăх тăванĕсене вăрçа ăсатаççĕ. "Тăван çĕр-шыва тăшман аллине памастпăр!" - кар тăрса хупăрлаççĕ Тĕп лапамра вырнаçтарнă "çĕр чăмăрне" çирĕп алăсем.
Аслă Çĕнтерỹ кунне тата хумхантармалла сăнарланă. Салтаксен çемйисем вăрçăран таврăнакансене кĕтсе илеççĕ. Кулаççĕ те йĕреççĕ, хаваслă юрăсем шăратаççĕ вĕсем. Çапах та вăрçăран таврăнайманнисем те пайтах. Тăван çĕр-шывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн çапăçса пуçĕсене хунă паттăрсен ячĕсем ĕмĕрех пирĕн чĕресенче упранĕç. Районти предприятисемпе организацисен представителĕсем, афган вăрçин ветеранĕсем вăрçăра вилнĕ ентешсене сума суса палăкпа обелиск, Елчĕкри çар комиссариачĕн çурчĕ умне чечек кăшăлĕсем хучĕç. Çак кун Тĕп лапамра çапăçусенче паттăрлăхпа палăрнă çĕр-шывăн хăюллă ывăлĕсене халалланă тепĕр палăк (тупă) уçăлчĕ. Ăна вырнаçтарас ĕçе "Прогресс" ЗАО (ертỹçи П.Скворцов), пурнăçне çарпа çыхăнтарнă ентешĕмĕрсем - Геннадий Анатольевич Ильин полковникпа Алексей Владимирович Сайкин генерал-майор пысăк тỹпе хывнă.
Спорт мероприятийĕсем уяв программине анлăлатрĕç. Уява культурăпа кану центрĕн работникĕсем, искусство шкулĕнче вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, Елчĕк шкулĕн коллективĕ юрă-сăвăпа, ташăпа илем кỹчĕç. Çĕнтерỹ салючĕ тỹпене тĕрлĕ тĕс çĕклерĕ.
Ан пултăрччĕ вăрçă нихçан та текех,
Çут мир хупăрлатăр пире вĕçсĕрех!
Ялан хисеплесчĕ, туссем, пĕр-пĕрне,
Куççуль тăкас марччĕ таса çĕр питне.
Елена ПЕТРОВА.
Автор сăн ỹкерчĕкĕсенче: уяв саманчĕ.