Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сумлă хĕрарăм

22 апреля 2014 г.

Кушкăри Чайкинсене таврара лайăх пĕлеççĕ. Упăшкипе арăмĕ - Александрпа Ирина хăйсен хресчен (фермер) хуçалăхне йĕркелесе пынисĕр - йышлă выльăх-чĕрлĕх усранисĕр пуçне суту-илỹ те тăваççĕ, тавра ялсенчи çынсене кирлĕ таварсемпе тивĕçтереççĕ.

Чайкинсен ачисем ĕçчен ỹссе çитĕнни ахальтен мар. Ашшĕ, Пантелеймон Петрович, тăван хуçалăхра электрикра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Пурăнмалли çынччĕ, вăхăтсăр çĕре кĕчĕ вăл. Амăшĕ, Валентина Васильевна, мĕн качча килнĕренпех дояркăра ĕçлерĕ. Вĕсем 5 ывăл çуратса ỹстернĕ. Ачисем мĕн пĕчĕкрен спортпа туслă çитĕнчĕç, ĕçрен те ỹркенмерĕç, шкулта лайăх вĕренчĕç. Пĕр сăмахпа, ашшĕпе амăшĕ ывăлĕсене тивĕçлĕ воспитани парса ỹстернĕ.

Чайкинсен 5 ывăлĕ те çар тивĕçне чыслăн пурнăçланă. Юрийпе Сергей Тинĕс çар флотĕнче службăра пулчĕç, Валерий, Слава, Саша та çарта хăйсене лайăх енчен анчах кăтартнă - Тав хучĕсене тивĕçнĕ.

Валентина Васильевнан ывăлĕсемпе савăнмалăх, мухтанмалăх пур. Хăй те ял çинче ятлă-сумлă. Сăн-пичĕпе илемлĕ, тирпейлĕ çи-пуçлă хĕрарăма 70-е çывхарать тесе калаймăн та. Вырăнлă калаçаканскер, çынна кỹрентермест, ачисемпе, кинĕсемпе килĕштерсе пурăнма пĕлет.

Валентина Васильевна тĕп килте хăйпе пĕрле пурăнакан Александр ывăлĕпе Ирина кинне вăйĕ çитнĕ таран пулăшать. Пĕчĕк мăнукĕсене утьăкка сиктерет.

С.БАРИНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика