Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ енлĕн палăртаççĕ

06 марта 2014 г.

05 марта 2014 г.

 

Пĕтĕм тĕнчери ĕçлев организацийĕн методологийĕпе тата ĕçпе тивĕçтересси çинчен Раççей законодательствипе килĕшỹллĕн ĕçсĕр тата ĕçлекен граждансене тĕрлĕрен палăртаççĕ.

Пĕтĕм тĕнчери ĕçлев организацийĕ палăртнипе килĕшỹллĕн натурăпа е укçан тỹлесси çинчен сăмахпа е хут çырса килĕшнĕ хыççăн тара кĕрсе эрнере пĕр сехет анчах ĕçле - çын ĕçлĕ шутланать. Хăвăр предприятире, хăвăр йĕркеленĕ ĕçре е тăванăрсем патĕнче ку е вăл ĕçе пурнăçлани, çав шутра ĕç килĕшĕвĕ çырмасăрах çемье предприятийĕсенче хăвăр тĕллĕн тăрăшни, тĕрлĕрен продукци туса илессипе тата ăна ĕçлесе хатĕрлессипе килти хуçалăхра тимлени, чирлени, чирлĕ çынна пăхни, йывăр çын пулни, 3 çула çитмен ачана пăхни т. ыт. те, 6 уйăхран сахалрах вăхăта отпуска кайнипе вăхăтлăх ĕçре пулманни, çар тата патшалăх службин тивĕçĕсене пурнăçлани эсир ĕçлĕ пулнине пĕлтерет.

Палăртнă тапхăрта тупăш илекен ĕç вырăнĕ пулман, патшалăх тата коммерци службисене ĕç шыраса пынă, ку е вăл организаци администрацийĕ е ĕç паракан патне çак ыйтупа тухнă, хăй ĕçне йĕркелесе яма хирĕç пулман, тĕрĕсленĕ, ыйтса пĕлнĕ тапхăрта ĕçе пуçăнма хатĕр граждансене ĕçсĕр тесе йышăнаççĕ.

Ĕçпе тивĕçтересси çинчен Раççей законодательствипе килĕшỹллĕн ĕç килĕшĕвне çирĕплетнĕ хыççăн сезон вăхăтне е вăхăтлăх ĕçе вырнаçнисене, тулли е тулли мар ĕç вăхăчĕпе ĕçлекенсене, палăртнă йĕркене пăхăнса регистраци тунă уйрăм предпринимательсене, хăйсен ĕçĕпе ĕçлекен нотариуссене, адвокат пỹлĕмĕсем йĕркеленĕ адвокатсене, хушма хуçалăх тытса пыракансене - туса илнĕ продукцие килĕшỹ туса реализацилекенсене, гражданла право килĕшĕвне пăхăнса тĕрлĕ пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерекенсене, должноçа суйланнисене тата çирĕплетнисене, çар службинче, альтернативлă гражданлă ĕçре, çавăн пекех шалти ĕçсен органĕсенче, пушар хăрушсăрлăхĕн патшалăх службинче тăрăшакансене, вĕренỹ ĕç-хĕлне йĕркелекен организацисенче куçăмлă майпа вĕренекенсене, çав шутра халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин направленийĕпе вĕренекенсене, ĕçлеме пултарайманнин, отпускра, çĕнĕрен ĕçлеме хатĕрленнин, квалификацие ỹстернин, производство чарăнса ларнин сăлтавне пула ĕç вырăнĕнче вăхăтлăха пулайманнисене, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен членĕсене ĕçлĕ пулнине палăртаççĕ.

Ĕçлеме пултаракан, анчах ĕç вырăнĕ çук, шалу илмен, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта ĕç тупас тĕллевпе шута тăнă, ĕç шыракан, ĕçе пуçăнма хатĕр граждансене ĕçсĕр тесе йышăнаççĕ. 16 çул тултарман тата Раççей Федерацийĕн законодательствипе килĕшỹллĕн çул çитнипе, çав шутра вăхăтсăр ĕç пенсийĕ шутласа панă граждансене ĕçсĕр тесе йышăнма ирĕк çук.

Пĕтĕм тĕнчери ĕçлев организацийĕн методологине тĕпе хурса халăха ĕçпе тивĕçтерес тĕлĕшĕпе кашни уйăхра суйласа илсе халăхран ыйтса пĕлнине йĕркелеççĕ. Çак ĕçе патшалăх статистика органĕсем пурнăçлаççĕ. Асăннă мелпе усă курса республикăри 38 пине яхăн ĕçлемен çынран (ĕçсĕрлĕх шайĕ 5 процента яхăн) ыйтса пĕлнĕ. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсем 2013 çулта - çулталăк вĕçленнĕ вăхăт тĕлне ĕçсĕр тесе йышăннă 4,8 пин çынна регистраци тунă, ĕçсĕрлĕх шайĕ 1 процентран та каярах пулнине палăртнă. Граждансем социологи ыйтăвĕсем çине хуравланă чухне хăйсем ĕçлĕ пулнине пытарни куç кĕрет. Ял çыннисем вара çакă хăйсене хирĕçле килсе çапнине ăнланмаççĕ тейĕн. Законодательствăпа килĕшỹллĕн килти хушма хуçалăхран тупăш илнинчен налук шутламаннине, унсăр пуçне, хушма хуçалăха аталантарма патшалăхран çăмăллăхлă кредитсем уйăрнине ăнланмаççĕ тейĕн.

Хăйсене ĕçсĕр тесе йышăнакан хула çыннисем пирки палăртас пулсан, вĕсем пурте тенĕ пекех ĕçлеççĕ, анчах çакна пытараççĕ. Çакна патшалăх статистики те çирĕплетет.

Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика