Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçне кура тупăшĕ

15 февраля 2014 г.

 

 

2012 çулхи производство кăтартăвĕсемпе чи лайăх ĕçлекен республикăри 100 АПК предприятийĕ шутне кĕнĕ, Раççейĕпе паллă предприятисем хыççăн пиллĕкмĕш вырăна йышăнма пултарнă "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕшĕн 2013 çул та ăнăçлă çулталăк пулнă. Таса тупăш 14 миллион та 171 тенкĕпе, рентабельлĕх 24,8 процентпа танлашнă.

Отчетлă тапхăрта выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче тăрăшакансем уйрăмах лайăх ĕçленине палăртма кăмăллă. Усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне шутласан 157 центнер (пĕтĕмпе 3052 центнер) аш-какай, 1031 килограмм (пĕтĕмпе 20062 центнер) сĕт туса илнĕ. Пĕр ĕнерен 6410 килограмм (2012 çулхинчен 408 килограмм ытларах) сĕт сунă. Мăйракаллă шултăра выльăхсем пĕр талăкра 854 грамм ỹт хушнă. Çапла майпа выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене сутнинчен хуçалăх кассине пурĕ 58 миллион та 507 пин тенкĕ, çав шутран сĕт туса илнинчен анчах 32 миллион та 471 пин тенкĕ (тупăшлăх пайĕ 76! процент) укçа пырса кĕнĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи таса тупăш 4 миллион та 566 пин тенкĕпе танлашнă.

Ял хуçалăх предприятийĕнче отчетлă тапхăрта ĕçлекен пĕр çын пуçне 535 пин тенкĕлĕх продукци туса илнĕ. Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне шутласан 3061 пин (районĕпе илсен те чи пысăкки) тенкĕ укçа пырса кĕнĕ, 100 гектар çĕр пуçне таса тупăш 693 пин тенкĕпе танлашнă.

"Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче тăрăшакансем çĕр-шыв Пĕтĕм тĕнчери суту-илỹ организацине кĕнĕренпе ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансен умне тухса тăнă йывăрлăхсене те парăнмаççĕ. Кашни кунхи ĕçе пĕлсе йĕркелесе пыни тата кирлĕ таран пахалăхлă продукци туса илес тĕллеве малти вырăна хуни палăртнине туллин пурнăçлама май парать. Çак тапхăрта туса илнĕ паха чĕр тавара пысăк хакпа сутма пултарни тупăш шайĕ çине тỹрремĕн витĕм кỹнĕ. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче сĕт туса илсе сутнинчен те хуçалăх кассине 4 миллион та 412 пин тенкĕ укçа пырса кĕнĕ. Хальхи вăхăтра унăн 1 килограмĕ 23 тенкĕпе сутăнать. Сĕте тинех "шурă ылтăнпа" танлаштарма вăхăт çитрĕ.

Пысăк кăтартусем тăвассинче тĕп вырăнта ĕçлекен çын тăрать. Ял хуçалăх предприятийĕн председателĕ Гурий Федоров та пухура çакна палăртса каланă. Хăйсене çирĕплетсе панă ушкăнри ĕнесенчен чи нумай сĕт сунă Елена Юрьевна Григорьевăпа Елена Николаевна Григорьева, çавăн пекех Лариса Головинапа Светлана Федорова дояркăсем те, Нина Еремеева, Рая Степанова, Людмила Васильева, Зинаида Абрамова, Ирина Абрамова, Надежда Васильева, Людмила Перцева, Алена Перцева пăру пăхакансем, Татьяна Панкратова, Людмила Соловьева, Валентина Еремеева, Алина Гаврилова сысна пăхакансем, Геннадий Авксентьев, Геннадий Катмаков, Аскат Хаснутдинов, Марат Хаснутдинов ĕçченсем хуçалăх экономикине аталантарассишĕн тивĕçлипе вăй хураççĕ.

Ỹсен-тăран отраслĕнчи ĕç-хĕле те тивĕçлипе хакламалăх пур. Иртнĕ çулхи йывăр çанталăк условийĕсене пăхмасăр хуçалăх фермăри выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма кирлĕ таран апат никĕсĕ хывса хăварнă. Çавна май вĕсене хальхи вăхăтра тулли рационпа тăрантараççĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи пысăк кăтартусем ахальтен-и? Унсăр пуçне, кооперативра тăрăшакансене килти хушма хуçалăхри ĕне выльăха тăрантарма май килнĕ таран утă-улăмпа тивĕçтернĕ. Çĕр - пысăк пуянлăх, унăн кашни пусăмĕ шутра пулма кирлине ăнланакан тата унпа тухăçлă усă курма пĕлекен ял хуçалăх предприятийĕ иртнĕ çул Сăрьелĕнче 478 гектар çĕр арендăна илнĕ, ăна ĕçлесе хатĕрленĕ.

Уй-хирте тăрăшакан Леонид Сусметов, Алексей Сусметов, Валерий Андреев, Вячеслав Капламов, Дмитрий Чернов механизаторсем, Николай Алексеевич Головин, Николай Михайлович Головин, Алексей Васильев, Александр Никифоров водительсем ака, вырма ĕçĕсене пурнăçлассинче хăйсен тивĕçлĕ тỹпине хывнă. Алексей Васильев районти водительсен ăмăртăвĕнче чи малти пулнă. Вăл ГАЗ-53 автомашинăпа комбайнсем патĕнчен йĕтеме 18112 центнер тĕш тырă турттарнă.

Агрономи, инженери службисем черетлĕ çур акине ирттерме те тĕплĕн хатĕрленнĕ. Элита репродукцири вăрлăхсем туяннă, кирлĕ таран минераллă удобрени кỹрсе килнĕ. "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче 2014 çулхи ака ĕçĕсене те яланхи пекех кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçлама хатĕрленеççĕ.

Светлана АРХИПОВА.

 

 
Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика