Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккуна пăссан пуçран шăлмаççĕ

13 января 2014 г.

11 января 2014 г.

 

Прокуратура ĕçченĕсем саккунсăрлăха тата йĕркесĕрлĕхе пĕтерес, граждансен тата патшалăх ирĕкĕсемпе интересĕсене хỹтĕлес тĕллевпе пур вăя хурса тăрăшаççĕ.

Иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ май хăш-пĕр çитĕнỹсем тунине палăртмалла. 2013 çулта прокуратура сотрудникĕсем саккуна пăснă 1000 ытла тĕслĕх тупса палăртнă (2012 çулта - 900). Иртнĕ çул вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен 60 право актне хирĕçленĕ. Граждансен тата патшалăх интересĕсене хỹтĕлесе 208 тавăç (пурĕ 815 пин тенкĕлĕх) хатĕрленĕ. Судсем вĕсене пурне те тивĕçтернĕ, йĕркесĕрлĕхе пĕтерме хушса предприятисемпе организацисен, учрежденисен, патшалăх влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертỹçисем тĕлĕшпе 249 кăтарту тăратнă, должноçри 257 çынна дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарнă. Прокуратура йышăнăвĕпе должноçри 84 çынна административлă майпа айăпланă, прокуратура тĕрĕслевĕсен материалĕсемпе 2 уголовнăй ĕç пуçарнă.

Коррупцие хирĕç кĕрешесси уйрăмах çивĕч ыйтусен йышĕнче. Ку енĕпе йĕркене пăхăнман 80 тĕслĕх тупса палăртнă май 32 представлени хатĕрленĕ, суда 10 тавăç заявленийĕ ярса панă (тавăçсене пурне те тивĕçтернĕ), прокурор йышăнăвĕпе должноçри 2 çынна административлă майпа айăпланă, тĕрĕслев материалĕсемпе 1 уголовнăй ĕç пуçарнă.

Ĕçлев саккунĕсене мĕнле пăхăннине те çирĕп тĕрĕслетпĕр. Ку енĕпе саккуна пăснă 382 тĕслĕх тупса палăртнă, ĕçлекенсен интересĕсене хỹтĕлесе суда 164 тавăç заявленийĕ (пурĕ 800 пин тенкĕлĕх) çитернĕ, саккунсăрлăха сирме хушса организаци ертỹçисен тĕлĕшпе 24 представлени хатĕрленĕ, вĕсене пăхса тухнă май должноçри 44 çынна дисциплина енчен, 30-шне административлă майпа айăпланă. Вăхăтра ĕç укçи тỹлеменшĕн 1 ертỹçĕн квалификаци шайне чакарнă.

Пурăнмалли çурт-йĕрпе çыхăннă саккунсене пăснăран (ку енĕпе йĕркене пăхăнман 98 тĕслĕх тупса палăртнă) суда 1 тавăç заявленийĕ ярса панă, ертỹçĕсен тĕлĕшпе 11 представлени хатĕрленĕ, должноçри 8 çынна дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарнă.

Çул çитмен ачасен прависене хỹтĕлесси те чи малтан пурнăçламалли тĕп ыйтусен шутĕнче. Вĕсем пирки йышăннă саккунсем районта туллин пурнăçланса пыраççĕ. Ку енĕпе саккуна пăснă 159 тĕслĕх тупса палăртнă. Вĕренỹ учрежденийĕсен 22 право актне хирĕçленĕ, ачасен интересĕсене хỹтĕлесе 13 тавăç хатĕрленĕ, должноçри 79 çынна дисциплина тĕлĕшĕнчен, 11-шне административлă майпа айăпланă.

Хамăр ĕç-хĕле туллин çутатас, саккунсемпе паллаштарас тĕллевпе сотрудниксем массăллă информаци хатĕрĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Район хаçатĕнче, Елчĕк район администрацийĕн сайтĕнче час-часах пичетленекен статьясем çакна лайăх çирĕплетеççĕ. Чăваш наци радиовĕпе тата Чăваш телевиденийĕпе те тачă çыхăнура.

Пĕтĕмлетсе каласан, çын прависене сыхлас, преступлени çулне пỹлес тĕлĕшпе сахал мар ĕç пурнăçлатпăр, саккуна пăсакана тивĕçлипе явап тыттаратпăр.

Професси уявĕпе чун-чĕререн саламланă май прокуратура сотрудникĕсемпе ветеранĕсене çăмăл мар ĕçре ăнăçусемпе çитĕнỹсем, çирĕп сывлăх тата телей сунатăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика