13 января 2014 г.
11 января 2014 г.
Раççей Федерацийĕн Уголовнăй право йĕркине пăсни çинчен калакан кодексăн 290 статйинче взятка панăшăн тата сĕннĕшĕн тивекен яваплăха туллин палăртнă.
Асăннă статьян 1-мĕш пайĕпе килĕшỹллĕн, должноçри çын хăй е çын урлă взятка (укçа-тенкĕ, хаклă хутсем е ытти пурлăх) илчĕ пулсан, ăна 3 çул таран палăртнă должноçсене йышăнма е ĕç-хĕле пурнăçлама чарнисĕр пуçне взятка сумминчен 25-30 хут ытларах штрафлама пултараççĕ.
Çавăн пекех суд йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн айăпçăна 5 çул таран хистесе ĕçлеттерме пултараççĕ, 3 çул таран палăртнă ĕç-хĕле пурнăçлама е должноçа йышăнма чараççĕ, е взятка сумминчен 25 хут ытларах штраф тỹлеттерсе 3 çул таран ирĕклĕхсĕр хăвараççĕ.
Должноçри çын илнĕ взятка 25 пин тенкĕ ытларах суммăпа танлашрĕ пулсан, ăна взятка виçинчен 30-60 хут ытларах штраф тỹлеттерме, 3 çул таран палăртнă ĕç-хĕлтен е должноçран хăтарма, е взятка виçинчен 30 хут ытла штраф тỹлеттерсе 6 çул таран ирĕклĕхрен хăтарма ирĕк пур. Раççей Федерацийĕн тата унăн субъекчĕн патшалăх должноçне йышăнакан çын взятка илчĕ пулсан, ăна взятка сумминчен 60-80 хут ытларах штраф тỹлеттерме, палăртнă ĕç-хĕлтен е должноçран 3 çул таран хăтарма, взятка виçинчен 50 хут ытларах штраф тỹлеттерсе 5 çул таран ирĕклĕхсĕр хăварма пултараççĕ.
Маларах калаçса татăлса взятка илес ĕçе ушкăнпа хутшăннă, ятарлă ушкăн пусахласа взятка илнĕ, вăл пысăк виçеллĕ пулсан (150 пин тенкĕрен ытларах) - штраф взятка сумминчен 70-90 хут пысăкрах. Ку тĕслĕхсенче айăпçăсене 7-12 çул таран ирĕклĕхсĕр хăварма, е палăртнă ĕçпе ĕçлеме, должноçа йышăнма чарнисĕр пуçне взятка виçинчен 60 хут ытла штрафлама ирĕк пур. Уйрăмах пысăк виçепе (1 миллион тенкĕрен ытларах) взятка илекене взятка сумминчен 80-100 хут ытларах штрафлаççĕ, палăртнă должноçпа 3 çул таран ĕçлеме чарса 8-15 çул таран ирĕклĕхсĕр хăварма пултараççĕ (ку тĕслĕхре штраф виçи взятка сумминчен 70 хут ытларах).
Взятка илекене анчах мар, ăна сĕнекене те тивĕçлĕ яваплăх кĕтет. Взятка виçине кура айăпçăна палăртнă должноçра тăрăшма тата ĕç-хĕле пурнăçлама чарнисĕр пуçне 12 çул таран ирĕклĕхсĕр хăварма, взятка виçинчен 15-90 хут ытла штрафлама пултараççĕ. Взятка пама е илме çыхăнакана тивекен айăплав та çирĕп. Тĕплĕнрех Елчĕк район прокуратуринчен ыйтса пĕлме пулать.
Паянхи кун район прокуратуринче "хĕрỹ лини" ĕçлет. Взятка илнипе е сĕннипе çыхăннă, йĕркене пăснă ытти тĕслĕхсем пулсан 2-50-05 номерлĕ телефонпа шăнкăравлама ыйтатпăр, шăнкăравлаканăн ячĕ вăрттăнлăхра упранĕ. Пĕлтерỹсене пурне те тĕплĕн тĕрĕслĕпĕр.
В.НИКОЛАЕВ, Елчĕк район прокурорĕ, юстици советникĕ.