Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыттисен нушине ăнланса

26 декабря 2013 г.

25 декабря 2013 г.

 

Республикăри "Аслă ăру çыннисем" программăна пурнăçласа районти халăха социаллă пулăшу паракан центр йывăр пурнăçпа пурăнакан, сусăр çынсене май килнĕ таран пулăшу аллине тăсать.

Центрта пурнăçри йывăр лару-тăрăва кĕрсе ỹкнĕ, чире пула сывлăхĕ хавшанă çынсене пулăшас тĕллевпе вĕсене кирлĕ хатĕрсене прокат урлă тỹлевсĕрех пама пуçларăмăр. Кресло-коляска илес тесе инвалидсем черете тăраççĕ. Кăçал 26 çынна унпа тивĕçтернĕ. Çапах та тата ултă инвалид коляскăна чăтăмсăррăн кĕтет. Черет вăрăма та тăсăлма пултарать. Çавăнпа та вăхăтĕнче кресло-коляскăпа тỹлевсĕр тивĕçтернĕ, халĕ вĕсене кирлĕ мар çынсем çак хатĕре ыттисем те усă курччăр тесе центра каялла параççĕ. Çакăн пек пулăшупа çак кунсенче Кавалти Е.Павлова усă курма пуçларĕ. Ыттисен пулăшăвĕсĕр утайман хĕрарăмшăн çывăх çыннисем пит савăннă. Центрта тата тăватă кресло-коляска пур. Йывăр пурнăçпа пурăнакансене малашне костыльсемпе, туясемпе тивĕçтерес енĕпе те ĕçлесшĕн центр.

Г.ЛАВРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика