Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксенче - вăй, вĕсем мал ĕмĕтлĕ те

26 декабря 2013 г.

Çамрăксенче - вăй, вĕсем мал ĕмĕтлĕ те

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ С. Павлов кăçалхи раштавра анчах пирĕн районта икĕ хутчен ĕçлĕ визитпа пулчĕ. Сăлтавĕ те пысăк. Уйăх пуçламăшăнче çĕр-шыв пĕлтерĕшлĕ программăпа килĕшỹллĕн Çĕнĕ Эйпеçри Бикуловсен хресчен (фермер) хуçалăхĕнче çĕкленсе ларнă çемье фермине, Çĕнĕ çул умĕн вара "Энтепе" сахал яваплă юлташлăхри 200 пуç сăвăнакан ĕне вырнаçмалли, реконструкци тунă фермăна савăнăçлă лару-тăрура уçма хутшăнчĕ.

Фермăсенче пĕр чун выльăх, машинăпа трактор паркĕнче пĕр техника тăрса юлман "Энтепе" ял хуçалăх предприятин тилхепине Аслă Пăла Тимеш ял çамрăкĕ, Шупашкарта пурăнакан Андрей Васильев хăй аллине илме килĕшнине пĕлсен, пытармалли çук, шанчăка çухатнă ял çыннисем тăван ялти юхăннă ферма çĕнĕрен йăл илессе ĕненмен те. Кăçалхи çĕртме уйăхĕнче тĕпрен юсама пуçăннă ĕне фермине кĕске вăхăтра - ултă уйăхра хута яма пултарасса никам та шанман. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин фермăна уçма хутшăннă районти ытти ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисен умĕнче тĕллев ăнăçлă пурнăçланнине палăртрĕ, сахал яваплă юлташлăх директорне Андрей Васильева пархатарлă, тĕслĕхлĕ ĕçшĕн район администрацийĕн Тав хутне парса чыс турĕ. Çамрăксем мал ĕмĕтлĕ пулнине, пуçăннă ĕçе тỹрре кăларма пултарнине тивĕçлипе хакламалăх пур.

Меллĕ - тăватă ретлĕ çĕнĕ витене хальхи вăхăтра сăвăнакан 150 ĕнене вырнаçтарнă. 2015 çул тĕлне ял хуçалăх предприятийĕнче вĕсен хисепĕ 200 пуçран кая мар пулмалла. Тепĕр çакăн чухлĕ ытла пуç мăйракаллă шултăра ĕне выльăха тытакан вите те хăтлă, паянхи условисене туллин тивĕçтерет. Ăна иртнĕ çул тĕплĕн реконструкци тунă пулнă.

Пикенсе пуçăнсан - ĕç пулатех. Çакна тепĕр хутчен хамăр куçсемпе курса ĕненетпĕр. Çĕнĕрен тенĕ пек тунă витене кĕске вăхăтра хута яма пултарнинче "Стройэнергосервис" ООО строителĕсен тỹпи пысăк. Выльăх-чĕрлĕх фермисене модернизаци тата реконструкци тума "Россельхозбанк" ОАО пĕчĕк процент ставкиллĕ 10 çул таранчченхи вăхăта кредит уйăрса пани те ял хуçалăх предприятийĕсене малалла аталанма майсем туса парать. Çакăн пирки фермăна савăнăçлă лару-тăрура уçма хутшăннă "Россельхозбанк" ОАОн Чăваш Республикинчи регионри филиалĕн директорĕн çумĕ Н.Федотов та палăртса каларĕ. "Энтепе" ООО та тĕллевлĕ укçа-тенкĕпе 21 миллион тенкĕлĕх усă курнă, строительство ĕçĕсене пурнăçлама хăйсен укçи-тенкине 4 миллион тенкĕ хывнă.

С.Павлов министр Елчĕк районĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсенче выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассине тĕп вырăна хунине палăртрĕ. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, сăвăнакан ĕнесен хисепне анчах 504 пуç ỹстернĕ. Кашни район пирки вара çакăн пек калаймăн. "Энтепе" ял хуçалăх предприятийĕ район шайĕнче палăртнă çул-йĕре çирĕп тытса пырать. Çавна май вĕсене 2013 çулта федераци тата республика бюджетĕнчен уйăракан субсиди те 1,6 миллион тенкĕ (çав шутран 783 пин тенки ăратлă ĕне выльăхсем туяннăшăн) тивĕçнĕ. Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерстви шайĕнче çивĕч тăракан ыйтăва - ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене, çав шутран выльăх-чĕрлĕх фермисене тума уйăракан çăмăллăхлă кредитсен процент ставкисене субсидилессине ытти çулсем валли те сыхласа хăварнă. Çавна май патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерекен çĕнĕ инвестици проекчĕсене пурнăçлассинчен тем тесен те пăрăнса юлмалла маррине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев иртнĕ кунсенче Патшалăх Канашне янă Çырура та палăртса каланă. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх продукцийĕн хакĕ тавар туса илекенсемшĕн ăнăçлă пулса пынипе палăрса тăрать. Продукцие ĕçлесе хатĕрлекен предприятисем тинех ял çыннинчен сĕте тивĕçлĕ хакпа туянма тытăнчĕç, аш-какай хакĕ те ỹссех пырать. Çапла пулни отрасле илĕртỹллĕ тăвать, производствăна малалла анлăлатма тата аталантарма хавхалантарать.

...Тĕнче шайĕнчи стандартсене тĕпе хурса тунă "Энтепе" ОООри пек хăтлă, пĕтĕм ĕçе механизаци вăйĕпе пурнăçлакан, сĕт пăрăхĕ вырнаçтарнă витере кирек камăн та ĕçлес килсе тăмалла. Кунти пек йăла условийĕсем вара хальлĕхе районти нихăш хуçалăхра та çук. Каласа кăтартнипе анчах ĕненмессе пултаратăр, унта хăвăра кайса курма сĕнетпĕр.

Светлана АРХИПОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика