27 ноября 2013 г.
27 ноября 2013 г.
Пирĕн республикăра ВИЧ инфекцийĕпе чирлĕ 1251 çын учетра тăрать. Шел пулин те, çак хăрушă чир пирĕн района та çитрĕ. Иртнĕ çул районта ВИЧ инфекциллĕ 10 çын шутланса тăнă. Кăçал тата 2 çынна учета илнĕ. Виççĕн вилнĕ.
СПИД чирĕ пĕр çынран теприне виçĕ майпа анчах куçма пултарать. Пĕрремĕшĕ вăл - юн урлă. Ку майпа наркотиксене юна янă вăхăтра темиçен пĕр шприцпа усă курса ертеççĕ. Иккĕмĕш май - ар çыхăнăвĕсем урлă. Виççĕмĕш - хĕрарăм ачине вирус ертсен çуратни е хĕрарăм сĕчĕ урлă ачана чир ертни.
Чи хăрушши вара - ВИЧ инфекци организма çакланнă хыççăн анализсенче виçĕ уйăхран кăна палăрни. "Инкубаци тапхăрĕнче" (3 уйăхчен) çын хăйне чир лекнине сисмест, анчах ыттисене ВИЧ инфекцийĕ ертет. Хăрушă чир пĕччен е çемьепе пурăнакансене те, пуянпа чухăна та, арçынпа хĕрарăма та шеллемест. Çынна çак чиртен сывă пурнăç йĕрки кăна хỹтĕлесе тăма пултарать. Чир ернĕ хыççăн хăрушă ВИЧ инфекци çыннăн юнĕнче, ар вăрлăхĕнче, хĕрарăмсен ар органĕнче тухакан шĕвексенче, кăкăр сĕтĕнче вăй илме пултарать.
СПИДпа ытларах тĕлли-паллисĕр ар çыхăнăвĕсене кĕрекенсем, ĕçкĕпе иртĕхекенсем, кил-çуртсăр çапкаланса çỹрекенсем, тĕрмере ларакансем, наркомансем чирлеççĕ, ВИЧ инфекцие ыттисене ертеççĕ. Сывă пурнăç йĕркине уяман хăш-пĕр çынсен - аякри рейссене çỹрекен водительсен, вахта мелĕпе ĕçлекенсен те чир ертес хăрушлăх пур.
Çак хăрушă чире ертес мар тесен чи малтанах сывă пурнăç йĕркипе пурăнмалла. Ĕçкĕпе иртĕхессинчен (кун пек чухне пулать те ĕнтĕ палламан çынпа ар çыхăнăвне кĕресси), наркотиксемпе усă курассинчен пăрăнмалла. Çирĕп çемье, пĕр партнер - сывă пурнăç никĕсĕ. Çакна асра тытмалла: çемье тулашĕнчи секс хăрушă тăшмана çаврăнма, ВИЧ инфекципе, ытти венери чирĕсемпе таврăнма пултарать. Ăнсăртран тĕл пулнă çынпа ар çыхăнăвне кĕрес пулсан (мĕн тăвăн, ку енĕпе кăмăл çирĕплĕхне кăтартайман арçынсемпе хĕрарăмсем те пур) презервативпа усă курмалла.
ВИЧ инфекцийĕ юн анализĕнче палăрать. Чỹк уйăхĕн 25-мĕшĕнче районти тĕп поликлиникăра уçă алăксен кунĕ иртрĕ. Унта хăйĕн сывлăхĕпе интересленекенсем юн пачĕç. Ытти кунсенче те кирек кам та хăйĕн ирĕкĕпе (ят-шыва кăтартмасăрах) тĕрĕслев витĕр тухма пултарать.
Хăрушă вирус ернипе ỹкĕнмелле ан пултăр. Айăпне ытларах хамăрта шырамалла. Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче СПИДа хирĕç кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери кун. Çавăнпа асăрхаттарни вырăнлă пулĕ. Сывлăхпа пурăнар, пурнăç илемĕпе киленер.
Н.МУЛЯКОВА, районти тĕп больницăри инфекционист врач.