Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă Çĕнтерỹ юбилейне хатĕрленетпĕр

23 ноября 2013 г.

23 ноября 2013 г.

 

Вăрçăпа ĕç ветеранĕсен районти канашĕн президиумĕн канашлăвĕ пулса иртнĕ. Ветерансен канашĕн председателĕ С.Терентьева Чăваш Республикинчи вăрçăпа ĕç ветеранĕсен канашĕн йышăнăвĕпе паллаштарнă.

Аслă Аттелĕхĕн вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине кĕтсе илме хатĕрленсе 2013 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ - 2015 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕчченхи тапхăрта республикăри ветерансен организацийĕсен конкурс-эстафетине ирттереççĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - хуласемпе районсенчи вăрçăпа ĕç ветеранĕсен канашĕсен ĕç-хĕлне кăтартса парасси. Çак тапхăрта вырăнти ял тăрăхĕсен администрацийĕсен ветерансен канашĕпе çыхăнса ĕç ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене социаллă хỹтлĕх, çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парасси, "Ветерансем çинчен" Саккуна мĕнле пăхăнса ĕçлени çинчен тĕплĕ информаци пухмалла. Çаксене пурне те альбом-эстафетăра çырса кăтартмалла.

Ял тăрăхĕсенче палăртнă вăхăтра альбом-эстафетăна хатĕрлессине вĕçлемелле. Çак тĕллевпе ятарлă график çирĕплетнĕ. Альбом-эстафета çырас ĕçе Аслă Елчĕк ял тăрăхĕнчен пуçланă. 2014 çулхи кăрлач уйăхĕ вĕçлениччен пур ял тăрăхĕсенче те ĕçе вĕçлеме палăртнă.

О.МИРОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика