16 ноября 2013 г.
16 ноября 2013 г.
Кушкăри Александра Митрофановна Жилина нумай çул сывлăх хуралĕнче тăрăшрĕ.
Тивĕçлĕ канăва тухни чылай çула кайрĕ пулин те алă усса лармасть ветеран. Хĕрỹ вăхăтра вырăнти ял хуçалăх предприятийĕн ĕçне хутшăнать - йĕтемре тырă алланă çĕрте вăй хурать. Çав вăхăтрах ял çыннисене ырă-канаш сĕнỹпе пулăшма васкать, кирлĕ пулсан, медицина пулăшăвĕ пама та хатĕр.
Жилинсен хуçалăхĕ те ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăрать: кил-çуртне пырса кĕрсен çỹп пĕрчи тупаймăн, ятарласа плита сарнă картишне çуса тасатса тăраççĕ, кунта выльăх-чĕрлĕх усранине тепри пулсан пĕлмест те. Шалта та кашни япала хăй вырăнĕнче, вĕсем патĕнче пулса курма кăмăллă.
Александра Митрофановна хуйхă-суйхине те нумай тỹссе ирттернĕ. Пур пĕрех кăмăлне хытармасть, çынна пулăшма тăрăшать. Ачисем те хăй пекех. Хĕрĕ, Алиса, республикăри ача-пăча больницинче вăй хураканскер, ырă ята тивĕçнĕ. Кинĕ, Галина Николаевна, ялти шкул ачисен юратнă вĕрентекенĕ. Мăнукĕ, Данил, тус-юлташран пуян, асламăшĕн пĕрремĕш пулăшаканĕ те вăл.
Александра Митрофановна пур çынпа та пĕр чĕлхе тупма пĕлет, килĕштерсе пурăнать. Хăйне те ял-йыш тивĕçлипе хисеплет.
С.БАРИНОВА.