13 ноября 2013 г.
Çак куна тĕнчипех анлă паллă тăваççĕ. Ăна ахальтен суйласа илмен. Çак кун Канада ученăйĕ, Нобель премийĕн лауреачĕ Фредерик Бантинг çуралнă. Вăл 1921 çулта Чарльз Бестонпа пĕрле инсулин шухăшласа кăларнă. Кăçал çак кун "Вĕрентесси тата диабет" темăпа иртет. Мĕншĕн тесен этемлĕхе çак чиртен асăрхаттарсах тăмалла. Сахăр диабечĕпе чирлекенсем çулсерен нумайланса пыраççĕ.
Юлашки 30 çул хушшинче промышленноç вăйлă аталаннă çĕр-шывсенче сахăр диабечĕпе чирлекенсем палăрмаллах ỹснĕ. Хальхи вăхăтра тĕнчипе çак чирпе 250 миллион ытла çын аптăрать. Раççейре вара çак чире тупса палăртнисем - 2,3 миллион çын ытла. Теприсем вара хăйсен чирĕ пирки пĕлмеççĕ те. 750 пин çын ытла инсулинпа сипленет. Паянхи кун тĕлне районта сахăр диабечĕпе чирлĕ 378 çынна регистрациленĕ. Чирлисем хушшинче ачасем çук.
Сахăр диабечĕпе чирлекенсен апата пĕлсе çимелле. Ирхине çăмарта хăпартни, çуллă мар тăпăрч, сĕтсĕр тата çусăр хатĕрленĕ пăтă лайăх. Ытларах духовкăра пĕçернĕ апатсем çиме тăрăшмалла. Менюра услам çу мар, ỹсен-тăран çăвĕ пултăр.
Кăнтăрла çуллă мар ашпа (тĕслĕхрен, кролик какайĕпе) пĕçернĕ е какайсăр яшка çимелле, иккĕмĕш апатсем - пăшăхланă пахча çимĕç: мăн хăяр (кабачок), патиссон, çĕр груши (топинамбур), çарăк. Пахча çимĕçе çусăр хатĕрлемелле. Йỹçенкĕрех пан улми, пылак мар çырла, сахăрсăр кĕсел усăллă.
Диабетпа чирлĕ çынсен инсулин пур ỹсен-тăрансенчен чей хатĕрлемелле. Вăл хура çырла тата топинамбур çулçинче нумай (вĕсемпе 2-мĕш ушкăнри диабет чухне тата юнри сахăр шайĕ кăштах ỹссен усă курни вырăнлă).
Юнри сахăр шайне кирлĕ пек йĕркелеме çỹхе хупăллă 300 грамм лимон вăррине кăлармалла, аш арманĕпе авăртмалла, 300 грамм петрушка тымарĕ хушмалла. 3 литрлă кĕленче савăта ямалла, вĕренĕ шывпа тултармалла. Çăварне 4 хутлă марльăпа хупламалла, сивĕтмĕше лартмалла. Шĕвеке апатчен кашнинчех 50 грамм ĕçмелле. Сиплев курсĕ - 3 литрлă виçĕ кĕленче савăт, пĕрремĕшпе иккĕмĕш савăтри шĕвеке ĕçсен пĕрер кун тăхтав тумалла.
Диабетран сыхланма термоса пĕрер апат кашăкĕ хура çырла, кĕтмел (брусника), шăши тикенекĕн (череда) çулçи, вĕренĕ çур литр шыв ямалла. Шĕвеке яра куна ĕçмелле.
Диабет çывхарса килнине систерекен тĕп паллă - кĕлетке виçи ỹсни. Тĕрĕсрех, пилĕк çукки: хĕрарăмсен пилĕкĕ - 80 сантиметр ытла, арçынсен 94 сантиметр ытла (çỹллĕшне пăхмасăр) пулсан ỹт айĕнче кăна мар, шалта та (шалти органсен таврашĕнче) çу виçи ỹснĕ.
Маларах асăннă сĕнỹсене пăхăнсан сахăр виçи шайĕ яланах виçере пулĕ. Апата яланах пĕлсе çимелле.
Н.УРКОВА, эндокринолог тухтăр.