Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕтсем çитсе пыраççĕ

12 ноября 2013 г.

Ĕмĕтсем çитсе пыраççĕ

Кăçалхи 9 уйăх кăтартăвĕсемпе "Победа" сахал яваплă юлташлăх республикăри кăнтăр зонăри ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăна тухнă. Отчетлă тапхăрта кашни ĕнерен 5520! килограмм сĕт сума пултарнă ял хуçалăх предприятийĕ республикăра урăх пулман. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов савăнăçлă лару-тăрура уяв кĕрекине пухăннă мĕн пур çын умĕнче çакна палăртса каланă. Çавна май пирĕн те сахал яваплă юлташлăх директорĕпе Николай Головинпа тĕл пулма сăлтав тупăнчĕ, эпир унран хăш-пĕр ыйтусем çине хуравлама ыйтрăмăр.

- Ял хуçалăхĕнче тата продукци ĕçлесе хатĕрлекен промышленноçра ĕçлекенсен республикăри уявĕнче, Николай Александрович, эсир ертсе пыракан ял хуçалăх предприятине палăртса ят-сум туни пĕтĕм Елчĕк районне чыс туниех. Çакăншăн эпир пурте сирĕнпе пĕрле савăнатпăр.

- Тавтапуç. Пĕр-пĕрин ỹсĕм-çитĕнĕвĕсене курса, пĕр-пĕринпе ăмăртса ĕçленине пула районти тыр-пул ăстисемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансем, çанталăк условийĕсене пăхмасăр, пысăк кăтартусем тăваççĕ. Елчĕк районĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсемпе уйрăм çынсене вĕсен пархатарлă ĕçĕшĕн республика шайĕнче палăртни вара пуçласа мар. Çакăн пек пысăк уявра - савăнăçлă лару-тăрура ял хуçалăх предприятийĕнче тăрăшакансен ĕçне тивĕçлипе хаклани, çавăн пекех Диплом тата 65000 тенкĕ укçан преми парса хавхалантарни пирĕншĕн те, чăннипех, пысăк хисеп пулчĕ. Апла пулин те пĕрре ят-сума тивĕçнипе, çывхартнă кăтартусемпе лăпланса пурăнни тĕрĕс мар пулнă пулĕччĕ. Пирĕн тĕллев - Ленин орденлĕ "Победа" колхозăн иртнĕ ырă вăхăтсенчи çĕнтерỹллĕ ятне каялла тавăрасси.

- Темиçе çул каяллах фермăри витесене тĕнче шайĕнчи стандартсене шута илсе реконструкци туни, ĕнесене районта никамран малтан ятарлă залра сума тытăнни, ун хыççăн тата темиçе кивĕ витене паянхи пурнăç ыйтнă условире ĕçлеме хатĕрлесе çитерни ял хуçалăх предприятийĕнче выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрнине çирĕплетет. Çакăн пирки тата мĕн каланă пулăттăр?

- Аталану çул-йĕрĕ - çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртнинче. Кулленхи ĕçе тухăçлă йĕркелес тата выльăх-чĕрлĕхрен кирлĕ шайри пахалăхлă продукци туса илес тесен фермăсенче кашни çул тенĕ пекех реконструкци ĕçĕсене туса ирттеретпĕр. Хальхи вăхăтра 220 ĕнене сума икĕ оператор та çăмăллăнах ĕлкĕрнине ĕлĕкхи вăхăтра дояркăра ĕçленĕ çынсем çакна хăйсен куçĕсемпе курмасан ĕненмессе пултараççĕ. Шанăçа тивĕçлипе тỹрре кăларакан Анна Константиновăпа Елена Портнова вара çакна çирĕплетме тата ĕнентерме пултараççĕ. Анна Константинова кăçалхи 9 уйăхра хăйне çирĕплетсе панă кашни ĕнерен 5644! килограмм сĕт сума пултарчĕ. Ĕнесене хĕлĕн-çăвĕн 3 хутчен суни те кулленхи сăвăма ỹстерме май парать. Хăтлă витесене вырнаçтарнă, умран юличчен пахалăхлă апатпа тăрантаракан мăйракаллă шултăра выльăхсем те самăр çитĕнеççĕ. Отчетлă тапхăрта вĕсем пĕр талăкра 1200 грамран кая мар ỹт хушнă. Сăмах хушнипе усă курса çамрăк ĕне выльăхсене юратса çитĕнтерекен Людмила Портнова тата Маргарита Курицына ячĕсене те кăмăлтан палăртатăп.

Çуллахи лагерьте те халĕ ĕçлеме услови фермăри пекех. Кăçал ĕнесене ятарлă площадкăра сума тытăнтăмăр. Унта апат сĕтелĕ вырнаçтарнă, сĕт пăрăх тăрăх холодильника çитет. Çак ĕçсене пурнăçлама 2 миллион та 500 пин тенкĕлĕх тăкаклантăмăр. Унсăр пуçне Исемпел ялĕнчи усă курман лаша витине тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, апат сĕтелĕ таран вырнаçтарнă витене 80 пуç мăйракаллă шултăра выльăха самăртма хупнă.

Ĕмĕтсем çитсе пыраççĕ. 2015 çул тĕлне ял хуçалăх предприятийĕнче ĕне выльăхсен хисепĕ 1000 пуçран кая мар пулмалла. Çавна май çĕнĕ ферма туса лартма палăртатпăр, унăн проектне хатĕрлеме тытăннă.

- Шăрăх çанталăк условийĕсене пăхмасăр, ял хуçалăх предприятийĕнчи çĕр ĕçченĕсем 1 гектар пуçне шутласан 31,6 центнер тĕш тырă алла илме пултарчĕç, выльăх апачлĕх культурăсем те тухăçлă çитĕннĕ, çавна май фермăри выльăх-чĕрлĕхе хĕл кунĕсенче тăрантарса усрама çирĕп апат никĕсĕ хывса хăварнă. Çакăн вăрттăнлăхĕ мĕнре?

- Энергие перекетлекен çĕнĕ йышши хăватлă техникăсемпе усă курса ĕçлени япăх çанталăк условийĕсенче хăтарса хăварчĕ. Çавна май агротехника хушнă чи лайăх вăхăтра акса хăварнă тĕш тырă, выльăх апачлĕх культурăсем тухăçлă çитĕнчĕç, вĕсене шутлă кунсенче тăкаксăр, пысăк пахалăхпа пухса кĕртме те ĕлкĕртĕмĕр. Çитĕнỹсен тепĕр вăрттăнлăхĕ уй-хирти ĕçсене пурнăçлама чи шанчăклă çынсене çирĕплетсе панинче тесе шутлатăп. Комбайнерсем - Анатолий Алексеевпа Александр Кошельков, выльăх апачĕ хатĕрлеме тата ытти ĕçсене пурнăçлама хутшăннă Николай Логинов, Владимир Козлов, Сергей Елисеев, Лев Портнов, Василий Портнов, Николай Смирнов механизаторсем шанăçа тивĕçлипе тỹрре кăларма пултарчĕç.

- Хальхи вăхăтра "Победа" ял хуçалăх предприятийĕнче тăрăшакансене тивĕçлĕ ĕç укçи тỹлени те хавхаланса ĕçлеме хистет. Ĕçе мĕнле йĕркелесе пырасси вара пĕтĕмпех ертỹçĕрен килет. Малашнехи тĕллевсене ĕçе кĕртессинче те, Николай Александрович, сире ăнăçусем сунатпăр. Йышпа пулсан - пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесен йывăрлăха çĕнме те çăмăлрах.

- Эсир каланă пек пултăрччĕ. Тавтапуç.

Светлана АРХИПОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика