12 ноября 2013 г.
Чỹк уйăхĕн 10-мĕшĕнче йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем çулсеренех хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ.
Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен органĕсен ĕçченĕн кунĕ умĕн полици пайĕ кăçалхи 10 уйăхри ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ. Полици пайĕн ĕçченĕсем преступленисен шутне чакарас, граждансен прависемпе интересĕсене хỹтĕлес, обществăлла вырăнсене лăпкăлăхпа тивĕçтерес, пурлăха упрас, терроризмран асăрханас тĕллевпе профилактика ĕçĕсене пурнăçласах тăраççĕ. Ĕç коллективĕсемпе, халăхпа тачăрах çыхăну тытса пĕрлехи профилактика кунĕсем ирттересси, йĕрке хуралĕн ытти органĕсемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, ял тăрăхĕсенче йĕркеленнĕ профилактика канашĕсемпе, халăх дружинин членĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлесси йăлана кĕнĕ.
Кăçалхи 10 уйăхра район территорийĕнче 77 преступлени тунине тупса палăртнă (иртнĕ çул - 100). Тунă преступленисене уçса парасси 97,6 процентпа танлашнă. Чакнисен шутĕнче - йывăр, обществăлла вырăнта, урамра, ĕçлеменнисем, çул çитменнисем тунă, ют пурлăха вăрлассипе тата хваттерсене çаратассипе, хĕнессипе çыхăннă, вĕлерессипе хăратнă преступленисем. Çав вăхăтрах ушкăнпа (12,5 процент ỹснĕ), маларах преступлени çулĕ çине тăнисем тунă (15,4 процент), уйрăмах йывăр, ỹсĕрле, пĕлсе тăрсах теприн сывлăхне йывăр сиен кỹрессипе çыхăннă, çавна май вилĕм патне илсе çитернĕ преступленисен шучĕ кăштах ỹснĕ. Уйрăмах йывăр, çĕрле тунă, ултавпа çыхăннă преступленисен шучĕ иртнĕ çулхи шайрах юлнă.
Преступлени çулĕ çине тăракансем киревсĕр ĕçе эрех-сăра ĕçнĕ хыççăн туни паллă. Пĕрле пуçтарăнса ĕçнĕ вăхăтра хирĕçсе кайса теприне йывăр суран кỹреççĕ е пĕр-пĕрин япалисенех вăрлаççĕ.
Юлашки вăхăтра ултавлă майпа пуяс текенсен шучĕ ỹссех пырать. Хăйсене социаллă службăн е пенси фончĕн ĕçченĕсем вырăнне хурса çỹрекен çамрăксем ватă çынсен килĕсенче пулса ултавлă майпа тĕрлĕ япала, укçа-тенкĕ илсе тухса кайнă тĕслĕхсем те пулчĕç. Çавна май халăха яланах тимлĕ пулма, иккĕлентерекен тата сисчĕвлентерекен çынсене асăрхасан полици пайне пĕлтерме ыйтатпăр.
10 уйăхра район территорийĕнче административлă йĕркене пăхăнманшăн 1817 çынна айăпланă. Çул-йĕр правилисене пăхăнманшăн 1262 çын тĕлĕшпе административлă протокол çырнă. 49 водитель руль умне ỹсĕрле ларнине тупса палăртнă.
Ыран Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен органĕсен ĕçченĕн кунĕ. Çавна май эпĕ кашни сотрудниках тата вĕсен çемйисене, йĕрке хурал ĕçĕн ветеранĕсене саламласа ырлăх-сывлăх, ăнăçусемпе çитĕнỹсем, çемьере килĕшỹпе ăнлану, лăпкăлăх сунатăп. Палăртнă ĕмĕтĕрсем пурнăçа кĕрсе, ĕçĕрсем ăнса пыччăр. Уяв ячĕпе пурне те.
В.ВОЛКОВ, ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕн начальникĕ.