06 ноября 2013 г.
Мускавра Раççей Федераци Канашĕнче Чăваш Республикин кунĕсем иртни пирки хаçатăн иртнĕ номерĕнче хыпарланăччĕ.
Чăваш Республикин кунĕсене халалласа анлă ларусем иртнĕ, унта Чăваш Республикин министерствисемпе ведомствисен пуçлăхĕсем тĕрлĕ темăсемпе тухса калаçнă.
Чăваш Республикин вĕренỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов Федераци Канашĕн наука, вĕренỹ, культура тата информаци политики енĕпе ĕçлекен Комитетăн ларăвĕнче сăмах илнĕ. Вăл Чăваш Енри вĕренỹ тытăмĕн аталанăвĕ çинче чарăнса тăнă.
Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илỹ министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан Владимир Аврелькин экономика политики енĕпе иртнĕ ларăва хутшăннă. Вăл Чăваш Республикинчи машиностроени аталанăвĕн çул-йĕрĕ çинче чарăнса тăнă. Чăваш Енри электротехникăн инноваци кластерĕ те ыттисемшĕн ырă тĕслĕх. Тĕп вырăнта - инновацисене çул парасси.
Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов Чăваш Республикинчи АПК аталанăвĕ пирки каласа кăтартнă. Чăваш Енре ырă туртăмсем сахал мар. Кунта çĕр улми, хăмла туса илессипе, выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк ĕрчетессипе ăнăçлă ĕçлеççĕ. Çапах та, ВТОна кĕнĕ май, сысна, кайăк-кĕшĕк ашĕсен хакĕсем чакса кайни ура хурать. Апла пулин те республика малалла талпăнмалли никĕсе çине тăрсах çирĕплетет.
Ларура "Экологи хăрушсăрлăхĕ тата ВТОна кĕнĕ май Чăваш Республикинче агропромышленность комплексне аталантарасси" темăна та хускатнă. Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн çумĕ Евгений Юшин доклад туса панă. Çут çанталăка сыхлас, сахал каяшлă технологисене ĕçе кĕртес тата ытти чылай ыйтăва хускатнă калаçу вăхăтĕнче.
Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов "Раççей Федерацийĕн регионĕсен федераци шайĕнчи юбилей кунĕсене хатĕрленсе ирттерессипе çыхăннă хăш-пĕр ыйтусем" темăпа доклад туса панă. Шупашкара никĕсленĕренпе - 550, Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнипе çыхăннă юбилейсем çитиччен вăхăт нумаях та юлмарĕ. Пĕр регионта 2 çул хушшинче харăсах 2 юбилей ирттерни питĕ сайра пулăм. Тĕп тĕллевсен шутĕнче - Чăваш Енре пурăнакансен пурнăç пахалăхне ỹстересси, юбилейсене тĕплĕн хатĕрленесси.