05 ноября 2013 г.
02 ноября 2013 г.
Пĕтĕм тĕнчери суту-илỹ организацийĕн (ВТО) условийĕн тапхăрĕнче Чăваш Республикинче экологи хăрушсăрлăхĕ тата агропромышленность аталанăвĕ мĕнле пулни çинчен Федераци Канашĕн аграрипе апат-çимĕç политикин тата çут çанталăкпа усă курассин комитечĕн анлă ларăвĕнче сỹтсе явнă. Ларăва Федераци Канашĕн комитечĕн председателĕ Геннадий Горбунов ертсе пынă.
Унта Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, унăн çумĕ - Олег Мешков, Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Сергей Павлов, депутатсем, федераци тата ведомство министерствисен, ĕç тăвакан влаç представителĕсем хутшăннă.
Агропромышленность комплексĕ Чăваш Республикин экономика аталăнăвĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Сергей Павлов республикăри çынсен 40 проценчĕ яллă вырăнсенче пурăннине, регионра пĕтĕмпе туса илекен продукцин 11,2 проценчĕ ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен пайĕ пулнине палăртнă. "Республикăри тăнăçлă лару-тăру ял пурнăçĕнчи ĕç-хĕл, уйрăм хушма хуçалăхсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем кирлĕ пек аталанса пынинчен нумай килет", - тенĕ вăл.
2013 çулхи шăрăх çанталăкра ỹсен-тăран культурисенчен малтан палăртнă чухлĕ тухăç илейменни, Раççей Пĕтĕм тĕнчери суту-илỹ организацийĕн йышне кĕни регионри ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансен умĕнче йывăрлăхсем те сахал мар кăларса тăратнă.
Республика территорийĕнче хытă каяшсене вырнаçтарас тĕлĕшпе те йывăрлăхсем тухса тăнине, усă куракан полигонсем тулса çитнине палăртнă республика представителĕсем. Хальхи вăхăтра регионра "2010-2015 çулсенче Чăваш Республикинче экологи хăрушсăрлăхне çирĕплетесси" тĕллевлĕ программăна ĕçе кĕртессипе тимлеççĕ. Республика программипе килĕшỹллĕн хытă каяшсене вырнаçтармалли объектсене те тума палăртнă.
Ларура сỹтсе явнă ыйтусене тĕп вырăна хурса Федераци Канашĕ Чăваш Республикинчи экономикăпа социаллă пурнăçа аталантарма патшалăх енчен пулăшассине йышăну проектне кĕртнĕ. Ыйтăва Раççей Федерацийĕн Правительствинче татса памалла.
Тĕпрен илсен, сăмах ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене ку чухне пулакан тăкаксене саплаштарма федераци бюджетĕнчен уйăракан укçа-тенке малашне те сыхласа хăварасси пирки пынă. "Çĕр-шыв Пĕтĕм тĕнчери суту-илỹ организаци йышне кĕнĕренпе туса илекен хăш-пĕр продукцин сутлăх хакĕсем йỹнелни пурне те калаçтаракан ыйту пулса тăчĕ. Хамăр çĕр-шыври тавар туса кăларакансене малалла аталанма пулăшмалла", - тенĕ Федераци Канашĕн комитечĕн председателĕ Геннадий Горбунов.
Федераци Канашĕн пресс-служби.