26 октября 2013 г.
"Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи водительсем професси уявне хавхалануллă кăмăл-туйăмпа кĕтсе илеççĕ.
Николай Васильев, Алексей Васильев, Николай Алексеевич Головин, Николай Михайлович Головин, Вячеслав Капламов, Вячеслав Ганькин, Вячеслав Порфирьев хăйсем водитель пулнишĕн пĕрре те ỹкĕнмеççĕ. Мĕншĕн тесен çулталăк тăршшĕпех ĕçрен пушанаймаççĕ. Ака, вырма тапхăрĕнче, каламалли те çук, водительсен ниçта ĕлкĕрмелле мар ĕç нумай. Çĕрне-кунне пĕлмесĕр вăй хунине кура вĕсем алла тивĕçлĕ шалу илеççĕ.
Ĕç ытла тăкăс чухне гараж заведующийĕ, диспетчер, механик тивĕçĕсене пурнăçлакан Геннадий Николаев та автомашина рулĕ умне ларать. Çак вашават, правур çын тивĕçлĕ канура тенине тепри ĕненмĕ те.
Ял хуçалăх предприятийĕн ертỹçи Гурий Федоров 25 çул пĕр улшăнмасăр авари тумасăр яваплă ĕçре тăрăшакан, районти, республикăри лайăх водительсен хисепĕнче шутланакан, кăçалхи вырма тапхăрĕнче те хăйне çирĕплетсе панă автомашинăпа комбайнсем патĕнчен йĕтеме 18112 центнер тырă турттарма пултарнă Алексей Васильев пирки расна сăмах хушни вырăнлă пулнине палăртрĕ.
- Хăйĕн ĕçне çак çулсем тăршшĕпех тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлакан, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе перекетлĕ усă куракан водителе çĕнĕ ГАЗ-53 автомашина шанса патăмăр, - тет ертỹçĕ.
Алексей Васильев пархатарлă ĕçпе ят-сум çĕнсе илнĕ. Ăна Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕн, Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне парса чыс тунă...
Сăн ỹкерчĕкре: Геннадий Николаев тата Алексей Васильев. Вĕсем ял хуçалăх предприятийĕнче уй-хирти ĕçсене вăхăтра тата пысăк пахалăхпа вĕçлеме пултарнишĕн савăннă.