26 октября 2013 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ район Уставĕпе килĕшỹллĕн ял хуçалăх предприятийĕсем, фермăсен коллективĕсем, уйрăм выльăх-чĕрлĕх пăхакансем кăçалхи 9 уйăхра ăмăртса ĕçленине пĕтĕмлетнĕ:
Ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинчи ĕçлĕ ăмăртура "Прогресс" акционерсен хупă обществи çĕнтернĕ, куçса çỹрекен ялавпа пĕрле диплом илме тивĕçлĕ пулнă. Кунта, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, пĕтĕмпе аш-какай туса илессине 22 процент, сĕт туса илессине 8 процент ỹстернĕ. Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 155 центнер аш-какай, 564 центнер сĕт туса илнĕ. Çак тапхăрта кунта кашни ĕнерен 4869 килограмм сĕт сунă, мăйракаллă çамрăк выльăхсене талăкра 827 грамм, сыснасене 582 грамм ỹт хуштарнă.
"Победа" сахал яваплă юлташлăхри Аслă Пăла Тимешри ĕне фермин коллективне диплом панă. Кунта 9 уйăхра кашни ĕнерен 5520 килограмм сĕт сунă.
"Прогресс" акционерсен хупă обществин Патреккелти сысна фермин коллективне. Кунта çак тапхăрта самăртма хупнă ушкăнри сыснасем пĕр талăкра 661 грамм ỹт хушнă, кашни тĕп амаран 24,9 çура илнĕ.
Уйрăм выльăх-чĕрлĕх пăхакансем хушшинчи ĕçлĕ ăмăртура çĕнтернĕ ĕçченсене Хисеп грамотисем панă:
"Победа" сахал яваплă юлташлăхри Анна Ивановна КОНСТАНТИНОВА ĕне сăвакан оператора. Вăл 9 уйăхра кашни ĕнерен 5644 килограмм сĕт сунă.
"Прогресс" акционерсен хупă обществинчи Ирина Витальевна АДЮКОВА пăру пăхакан оператора. Вăл пăхакан пăрусем пĕр талăкра 1050 грамм ỹт хушнă.
"Яманчурино" сахал яваплă юлташлăхри Мария Максимовна ЕРМОЛАЕВА мăйракаллă шултра выльăх самăртакан оператора. Вăл пăхакан мăйракаллă шултра выльăхсем пĕр талăкра 990 грамм ỹт хушнă.
"Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Алевтина Ивановна МЯСНИКОВА сысна самăртакан оператора. Вăл пăхакан ушкăнри сыснасем пĕр талăкра 685 грамм ỹт хушнă.
"Прогресс" акционерсен хупă обществинчи Антонина Николаевна КАРСАКОВА сысна пăхакан оператора. Вăл кашни тĕп амаран 27,2 çура илнĕ.