Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малтисене - ят-сум

26 октября 2013 г.

 

Район администрацийĕн пуçлăхĕ район Уставĕпе килĕшỹллĕн ял хуçалăх предприятийĕсем, уйрăм ĕçченсем 2013 çулхи вырмара ăмăртса ĕçленине пĕтĕмлетнĕ:

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене туса илессишĕн сарăлнă ăмăртура "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕ çĕнтернĕ. Ăна куçса çỹрекен ялав, диплом парас. Ял хуçалăх предприятийĕнче кашни гектартан вăтам шутпа 32,4 центнер тĕш тырă пухса кĕртнĕ.

Çĕр улми туса илессишĕн сарăлнă ăмăртура "Слава картофелю - Яльчики" агрофирма" сахал яваплă юлташлăх çĕнтернĕ. Ăна дипломпа чыслас. Кунта çĕр улмине пурĕ 130 гектар çинчен, кашни гектартан вăтам шутпа 223 центнер пухса кĕртнĕ.

Уйрăм ĕçченсен ăмăртăвĕнче çĕнтернĕ:

"2013 çулхи вырма чемпионĕ" хисеплĕ ята "Нива" агрофирма" сахал яваплă юлташлăхри Александр Алексеевич СВЕТОПОЛЬСКИЙ тивĕçнĕ. Вăл "Агрос-530" комбайнпа 12500 центнер тĕш тырă çапса тĕшĕленĕ. Ăна "2013 çулхи вырма чемпионĕ" ят парас.

"Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Алексей Васильевич ВАСИЛЬЕВ водитель. Вăл ГАЗ-53 автомашинăпа комбайнсем патĕнчен йĕтеме 18112 центнер тĕш тырă турттарнă.

"Прогресс" акционерсен хупă обществинчи Юрий Петрович ЖИРНОВ механизатор. Вăл Т-150 тракторпа 858 гектар çинче кĕрхи çĕртме сухи тунă.

Ял хуçалăх производствинче тухăçлă ĕçленĕшĕн район администрацийĕн Хисеп грамотине парса чыс тунă:

Надежда Александровна МИРОНОВĂНА, "Энтепе" сахал яваплă юлташлăхри ветеринари фельдшерне;

Сергей Иосифович АФАНАСЬЕВА, "Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи водителе;

Антонина Аркадьевна ВОЛКОВĂНА, Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнчи бухгалтера;

Елена Николаевна ГРИГОРЬЕВĂНА, "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи ĕне сăвакан оператора;

Александр Анатольевич ЕЛИСЕЕВА, "Победа" сахал яваплă юлташлăхри ветеринари фельдшерне;

Венарий Константинович ЗАХАРОВА, "Эмметево" сахал яваплă юлташлăхри механизатора;

Ирина Никандровна КРЫЛОВĂНА, "Прогресс" акционерсен хупă обществинчи мăйракаллă шултра выльăх самăртакана;

Владимир Валентинович САПОЖНИКОВА, "Энтепе" сахал яваплă юлташлăхри тракториста;

Мария Васильевна СОЛИНĂНА, "Труд" ял хуçалăх производство кооперативĕнчи пăру пăхакана.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика