23 октября 2013 г.
"Энтепе" ял хуçалăх предприятийĕнчи ĕç-хĕл пирки хавхаланса каласа кăтартма мар, юлашки çулсенче аса илме те пăрахнăччĕ. Пĕтĕмпех салатса пĕтернĕччĕ - фермăсенче пĕр чун выльăх, машинăпа трактор паркĕнче пĕр техника таврашĕ тăрса юлман. Ял çыннисем тĕп пулнă хуçалăх çĕнĕрен вăй илессе шухăшламан та...
Ял хуçалăх предприятийĕн тилхепине Андрей Петрович Васильева шанса панăранпа кунти лару-тăру ырă енне улшăннине пурте куратпăр. Ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен кунĕ умĕн пирĕн корреспондент сахал яваплă юлташлăх директорĕпе тĕл пулса калаçни вырăнлă та.
- Сире, Андрей Петрович, халĕччен ял хуçалăх производствипе çывăх пулман çамрăк çынна, пикенсе ĕçе тытăнма мĕн хистерĕ?
- Çĕр-шыври аркану тапхăрĕччен паянхи "Энтепе" хăй вăхăтĕнче республикăри чи пысăк тата чи лайăх кăтартусемпе ĕçлекен Ленин орденлĕ "Победа" колхозăн пĕр бригади шутланнă. Анчах вăл çак вăхăтчен те вăй илейменни, уйрăмах кунта ĕçленĕ аслă ăрури çынсен чĕрисене, самай ыраттаратех...
"Победăн" ырă ятне вара Николай Александрович Головин çĕре ỹкерме памарĕ. Мал ĕмĕтлĕ ертỹçĕ тивлетне пула ял хуçалăх предприятийĕ аталану çулĕ çине тăчĕ. Пирĕн тĕллев те - "Победа" хуçалăхпа танлашса тата тупăшса ĕçлесси, кăтартусене вĕсен шайне çитересси.
Ун чухнехи "Победа" йышĕнче пулнă ялсене пĕрлештерсе çĕнĕрен йĕркеленнĕ "Комбайн" ял хуçалăх предприятине çак çулсем тăршшĕпех Гурий Иванович Федоров ăнăçлă ертсе пырать. Аслă юлташсен иксĕлми пултарулăхне курса çак çăмăл мар яваплă ĕçре хама тĕрĕслетĕп. Аслă Пăла Тимеш ялĕнче çуралса ỹсни, атте - Петр Александрович Ленин орденлĕ "Победа" колхозра нумай çул партин вырăнти комитечĕн секретарĕ пулса тăрăшни, çапла майпа вăл пĕрлешỹллĕ хуçалăх ĕçне пысăк тỹпе хывни те çирĕп кăмăллă, хăюллă пулма хавхалантарчĕ пулĕ. Тепĕр тесен, эпир кирек ăçта пулар мар, тăван çĕр сĕткенĕ хăй патне туртатех....
- Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарас тĕллевпе уйрăмах кĕске вăхăт хушшинче курăмлă ĕçсем тума пултартăр.
- Пахалăхлă продукци тата ăна кирлĕ шайра туса илес тесен выльăх-чĕрлĕхе усрама лайăх условисем кирлĕ. Çакна шута илсе ĕçе пикеннĕ-пикенменех алăк-чỹречесем те тăрса юлман юхăннă пĕр витере реконструкци ĕçĕсене йĕркелесе ятăмăр. Ĕç калăпăшĕ, тăкакĕсем нумай пулчĕç пулин те 100 ĕне выльăх вырнаçакан витере хальхи вăхăтра тăрăшса ĕçлеме тата лайăх кăтартусем тума мĕн пур услови пулнине курса савăнатпăр.
Иртнĕ çулхи çак вăхăт тĕлне мăйракаллă шултăра выльăхсен хисепĕ 86 пуç шутланнă пулсан кăçал вĕсене 258 пуçа çитернĕ. Çав шутран сăвăнакан 122 ĕне. Ĕне сăвакан операторсем - Галина Клементьевăпа Лариса Батанова хăйсен пĕрремĕш ĕç кăтартăвĕсемпе савăнаççĕ.
Сăвăнакан ĕнесен хисепне ỹстерес тĕллевпе иртнĕ кунсенче Комсомольски районĕнчи "Восток" хуçалăхран ăратлă тына пăрусем, пурĕ 35 пуç, кỹрсе килтĕмĕр.
- Хальхи вăхăтра 25 миллион тенкĕлĕх инвестици проектне ĕçе кĕртессипе тăрăшатăр. 200 пуç ĕне выльăх вырнаçакан витене хăçан хута яма палăртнă?
- Реконструкци тата модернизаци ĕçне кăçалхи çĕртме уйăхĕнче тин тытăннăран кĕске вăхăт хушшинче çакăн чухлĕ ĕç тума пултарасса малтан ĕненмелле те мар пекчĕ. Районти "Стройэнергосервис" ООО строителĕсем (ертỹçи Александр Нягин) хăйсен тивĕçне яваплăха туйса тимленине пула çĕнĕрен тенĕ пек тунă витене çитес кунсенчех - чỹк уйăхĕн пуçламăшĕнче хута яратпăр.
Малашне ĕне выльăхсен хисепне тата ỹстерме майсем пулаççĕ. 2015 çул тĕлне ял хуçалăх предприятийĕнче сăвăнакан ĕнесем 200 пуçран кая мар пулмалла.
- Çине-çинех пысăк ĕçсене пикенме епле шикленмерĕр?
- Каялла утăм тунин усси çук, малаллах талпăнмалла. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, "Россельхозбанкăн" Елчĕкри уйрăмĕн ертỹçи А.Миллин, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ П.Тремасов тата ытти специалистсем реконструкци тата модернизаци ĕçĕсене пурнăçлама, ăратлă ĕне-выльăх туянма уйăракан тĕллевлĕ укçа-тенке илме пулăшни те пысăк ĕçе хăюллăн пуçăнма хистерĕ.
- Ỹсен-тăран отраслĕнчи ĕç-хĕл пирки, Андрей Петрович, мĕн каланă пулăттăр?
- Ака ĕçĕсене агротехника йĕркисене пурнăçланине, тĕш тырă культурисен пысăк пайне элита вăрлăхсемпе усă курса акса хăварнине пула иртнĕ çул кашни гектар пуçне алла 40 центнера яхăн тухăç илнĕ. Çанталăк условийĕсене пула ĕмĕтсем кăçал пурнăçланаймарĕç.
500 гектара яхăн лаптăкра çитĕннĕ выльăх апачлĕх культурăсенчен пахалăхлă утă, сенаж хывса хăварнă. Вăл ĕне выльăхсене ытлăн-çитлĕн тăрантарма çитмелле.
Сăмах май, АПК ĕçченĕсене пурне те професси уявĕпе саламлатăп, иксĕлми хастарлăх, ăнăçу, çĕнĕ çитĕнỹсем тума вăй-хал сунатăп.
Светлана АРХИПОВА калаçнă.