Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă та курăмлă улшăнусем.

29 декабря 2012 г.

Ырă та курăмлă улшăнусем.

Сисĕнмесĕрех тепĕр çулталăк хыçа юлчĕ. Районти вĕренỹ учрежденийĕсенчи ĕç-хĕлпе паллаштарма ыйтса район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе - вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕпе Л.Левыйпа тĕл пултăмăр, иртсе кайнă çулăн курăмлă ĕçĕсене тишкертĕмĕр. - Леонард Васильевич, вĕрентĕве комплекслă модернизацилемелли программăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - учительсен вăтам шалăвне регион экономикинчи вăтам ĕç укçипе танлаштарасси. Ку енĕпе районти лару-тăру пурне те интереслентерет. - Вĕренỹ тытăмне модернизацилесси - вĕрентекенсене тухăçлă ĕçлеме кирлĕ условипе тивĕçтересси тата ачасене паха пĕлỹ парасси. Паян районти вĕренỹ учрежденийĕсенче вĕрентме те, вĕренме те мĕн пур майсем çителĕклĕ. Педагогсен ĕç укçине темиçе тапхăрпа ỹстернĕ. Калăпăр, 2011 çулхи пĕрремĕш кварталта учительсен вăтам ĕç укçи 9265 тенкĕ пулнă, 2011 çул вĕçне 11495 тенкĕпе, 2012 çулхи кăрлач-чỹк уйăхĕсенче 15958 тенкĕпе танлашнă. Раштав уйăхĕнчи вăтам ĕç укçине вара 16038 тенке çитересшĕн. Çакна палăртмалла: ĕç укçи фончĕн 30,5 проценчĕ - хавхалантару укçи. Апла пулсан учителĕн ачасемпе урок ирттернипе кăна çырлахмалла мар, вĕренекенсене тĕрлĕ конкурс-тупăшусене, олимпиадăсене хатĕрлемелле. Ку чухне хутшăнни çеç çителĕксĕр, вĕсене район, республика, Раççей шайĕнче палăрмалла вĕрентмелле тата ытти те. Пысăк категориллĕ, активлă та пултаруллă учителĕн хăйĕн те тĕрлĕ конкурссенче тупăшмалла, çĕнтермелле, тавра курăмне тăтăшах аталантармалла. Ун пек педагогăн хавхалантару укçийĕ те пĕчĕк мар. Паллах, вăл укçа кашни шкулăн пĕр пек пулмасть. - Районти шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсенче ĕçлекенсен шалăвĕ те кăсăклантарать? - Воспитательсен ĕç укçине, майĕпен пулсан та, ỹстерсех пыратпăр. 2011 çулхи пĕрремĕш кварталта шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсенче ĕçлекенсен вăтам шалăвĕ 5028 тенкĕпе, 2011 çул вĕçне 5454 тенкĕпе танлашнă. 2012 çулхи кăрлач-юпа уйăхĕсенче 9739 тенке çитрĕ. Çулталăк вĕçне 12380 тенке çитерме палăртнă. Анчах пăшăрхантаракан ыйтусем сахал мар ку тĕлĕшпе. Акă, Елчĕкри "Солнышко" ача садĕнчи 10 воспитательтен пĕри те аслă пĕлỹ илмен. Пĕлỹ шайне ỹстернĕ май ĕç укçи тата пысăкланать вĕт. Сăмах май каласа хăварам, садикри ытти ĕçченсен вăтам шалăвĕ 6044 тенкĕпе танлашать. - Леонард Васильевич, садик ыйтăвĕ яланах çивĕч тăрать... - Чăннипех те тĕп ыйтусенчен пĕри вăл районта. Паянхи куна 1,5-7 çулсенчи ачасен 70 проценчĕ садике çỹрет. Черетре тата 185 шăпăрлан тăрать. Пирĕн умри тĕп тĕллевсенчен пĕри - 2013 çулта 3-7 çулхи ачасене 100 проценчĕпех садике вырнаçтарасси. Çак анлă утăма пуçăннă та. Хальхи вăхăтра Елчĕкри Мир урамĕнче "Канашгаздорсервис" подрядчик ача сачĕн никĕсне хывать. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне çĕнĕ ача сачĕ 95 шăпăрлана кĕтсе илĕ. - Вĕренỹ тытăмне модернизацилеме тата пурлăх-техника никĕсне çĕнетме района патшалăхран та пысăк пулăшу пулчĕ пулĕ? - Чăваш Енре вĕренĕве 2011-2020 çулсенче аталантармалли тĕллевлĕ программа шкул ачисен апатланăвне йĕркелессине 2012-2014 çулсенче лайăхлатса пымалли çум программа йышăннă. Çавна май Елчĕкри ресурс центрĕнчи столовăй валли çĕнĕ технологи оборудованийĕ туянма 1 миллион та 270 пин тенкĕ уйăрнă. Çĕнĕ оборудовани апат-çимĕç пахалăхне лайăхлатма май пачĕ. Унсăр пуçне ЧР Вĕренỹ министерствипе килĕшỹ туса район укçи-тенкипе (400 пин) апат çиекен зала шал енчен тĕпрен юсанă, кухньăри плиткăсене, электрооборудование, чỹречесене улăштарнă, вентиляци тунă. Шкулта вĕренекен кашни ача куллен столовăйĕнче вĕри апат çиет. - Шкул автобусĕсем кивелни вăрттăнлăх мар... - Ку енĕпе те ырă улшăнусем куç кĕрет. 2012 çулта 2002-2003 çулсенчех килнĕ 5 автобуса (5 миллион та 950 пин тенкĕлĕх) улăштартăмăр. Хальхи вăхăтра 13 автобус 30 маршрутпа 49 ялтан 502 ача турттарать. Ку вăл вĕренекенсен 21 проценчĕ. Вырăнти бюджетран 134 пин тенкĕ уйăрнипе автобуссем çине ГЛОНАСС системи вырнаçтарнă. - Кĕнеке, вĕренỹ пособийĕсем çителĕклĕ-и, кабинетсене çĕнĕ сăн çапни сисĕнет-и? - Шкул библиотекисен фончĕ çĕнелсех, пуянлансах пырать. Пĕлтĕр кăна 806954 тенкĕлĕх учебниксемпе кĕнекесем туяннă. Вĕренекенсем уроксенче, ун хыççăн та ал ĕçне хăнăхчăр тесе ОБЖ, ИЗО, технологи кабинечĕсене 900 пин тенке яхăн çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă. Çавăн пекех 11 вĕренỹ учрежденийĕнче медицина кабинечĕсем уçнă. - Леонард Васильевич, вĕренỹ çулĕ пуçламăшĕнче районти шкулсенче юсав ĕçĕсем ирттерме сахал мар укçа-тенкĕ уйăрнине палăртнăччĕ. Вĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарсамăр? - Чăннипех те 2012 çулта патшалăх шкулсене нихçанхинчен вăйлă пулăшрĕ. Районти виçĕ шкулта пысăк ĕçсем туса ирттернĕ. Патшалăх тата вырăнти бюджет укçи-тенкипе Елчĕк, Курнавăш, Кушкă шкулĕсенче 6 миллион тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем пурнăçланă. Елчĕкре 152 метр тăршшĕ канализаци, 52 метр шыв пăрăхĕ кĕртнĕ. Çавăн пекех "Юрăхлă хутлăх" программăпа килĕшỹллĕн инвалид ачасене тарăн пĕлỹ илме пулăшса Елчĕкри ресурс центрĕнче ятарлă класс йĕркеленĕ. Унта сусăр пепкесем компьютер технологийĕсемпе усă курса ятарлă программăпа вĕренеççĕ. Шкула кĕрсе тухма меллĕ пултăр тесе фасада çĕнетнĕ. Курнавăшри ача сачĕн тăррине витнĕ. Виçĕ шкулта та чỹречесене улăштарнă, санузелсем вырнаçтарнă. Çавăн пекех Лаш Таяпа шкулне республика бюджетĕнчен 1 миллион тенкĕ парса пулăшнă. Унта та хальхи йышши чỹречесем лартнă. Аслă Елчĕкри шкулта та 712200 тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем (вăл шутран вырăнти бюджетран 356 пин тенкĕ) пурнăçланă. Çак пулăшăва Аслă Елчĕк ял тăрăхĕ комплекслă компактлă çурт-йĕр тăвас тата тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе пурнăçланакан пилот проекчĕн конкурсне хутшăнса çĕнсе илнĕ. - Леонард Васильевич, кадр ыйтăвĕ еплерех тата? - Мĕн ĕмĕртен шкул тивĕçĕ сывă та тарăн пĕлỹллĕ, пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме пултаракан çынсем вĕрентсе, воспитани парса ỹстересси пулса тăрать. Çавăнпа та кадрсем тĕп вырăн йышăнаççĕ. Юлашки çулсенче ачасен йышĕ палăрмалла чакнине кура районта шкулсен шучĕ, вĕсемпе пĕрле класс комплекчĕсен шучĕ те сахалланчĕ. Акă, 2002 çулта районти 27 шкулта 4389 ача вĕреннĕ. Халĕ 19 шкулта 2387 ача пĕлỹ илет. Çавна май, паллах, учительсен хисепĕ те чакрĕ. 2006 çулта 474 педагог ĕçленĕ пулсан, хальхи вăхăтра 241 учитель тăрăшать, вĕсенчен аслă пĕлỹллисем - 91,7 процент, аслă категориллисем - 21,1 процент. Районти вĕренỹ учрежденийĕсенче аслă ăру çыннисем çук теме те юрать. Çапах пирĕн учительсен вăтам çулĕ 46 çулпа танлашать. 2012-2013 вĕренỹ çулĕ тĕлне 35 çула çитмен педагогсен йышĕ республикăра 14,8 процентпа танлашнă пулсан, çак кăтарту пирĕн чи пĕчĕкки - 6,2 процент. Пĕр сăмахпа каласан, 47-52 çулсенчи учительсем вĕрентеççĕ ачасене, ваканси çук. - Çĕнĕ çула çĕн тĕллевсемпе кĕтсе илме кăмăл-туйăм çĕкленỹллĕ пулма кирлĕ учительсен? - Юлашки çулсенче патшалăх педагогсене пур енлĕн ĕçлеме хавхалантарса пырать. Шкулсен пурлăх бази çулсерен тĕрекленет. Ĕç укçи ỹссех пырать. Пултарулăха, вăй-хала парса тăрăшма мĕн пур услови çителĕклĕ. Класс тулли ача тарăн та паха пĕлỹ илес тесе ларсан кăмăл-туйăм начар пулмалла мар. Çĕнĕ çул кашни педагога, шкул ĕçченне çĕн пултарулăх илсе килтĕр. Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен ячĕпе сире, хаклă ĕçтешĕмĕрсем! В.КИРИЛЛОВА калаçнă

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика