Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕрене упрамалла

19 октября 2013 г.

19 октября 2013 г.

 

Чĕре - тĕлĕнмелле орган. Вăл ача тĕвĕленсен 3-4 эрнерен тапма пуçлать. Чĕре тапма чарăнсан вара çыннăн ĕмĕрĕ татăлать.

Авалах çынсем чĕрене çыннăн чунĕпе, кăмăлĕпе танлаштарнă. Сăмахран, "чул чĕреллĕ" е "чунсăр" сăмахсен пĕлтерĕшĕсем пĕр пекех. Е тата "ылтăн чĕреллĕ" е "ырă чунлă" тени кăмăллă çын пулнине пĕлтерет.

Чĕре талăкра вăтамран 100 пин хут, çулталăкра 36 миллион хут тапать. Чĕре тикĕс ĕçлени çыншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вăл 3-4 çеккунт чарăнса илсен те çын тăнне çухатать. Чĕре чарăнни 5 минут иртсен пуç миминче нерв клеткисем вилеççĕ.

Мĕн тумалла-ши мĕн ватăличчен чĕре кăлтăксăр ĕçлетĕр тесен?

Сывлăха ачаранах упрамалла. Çавăнпа пĕчĕкренех вăй-хал хусканăвĕсем, гимнастика тумалла. Сывлăхлă пулас тесен кунне 5000 утăмран кая мар утмалла.

Тĕрлĕ инфекци чирĕсенчен упранмалла: уйрăмах шăлсене, ỹслĕк чирĕсене вăраха ямасăр сиплемелле. Организма пиçĕхтермелле. Апатра çителĕклĕ белок, витаминсем, микроэлементсем пулмалла. Чĕрене йĕркеллĕ ĕçлеме В ушкăнри, С, А, Е витаминсем, микроэлементсем - кали, магни, тимĕр çителĕклĕ кирлĕ. Вĕсем иçĕм çырлинче, курагара, мăйăрта, кавăнра, хĕрлĕ чĕкĕнтĕрте, хăярта, арбузра, чăмăрла пĕçернĕ çĕр улминче уйрăмах нумай.

Юн пусăмне тăтăшах тĕрĕслесе тăмалла. Енчен те йăхра юн пусăмĕ пысăк пулнипе аптракансем пулсан - пушшех те. Юн пусăмĕ пысăк пулсан пĕр тăхтаса тăмасăр тухтăр патне каймалла, ятарласа сипленмелле.

Холестерин шайне кирлĕ пек тытса тăмалла. Япăх холестерин юн тымарĕсене хупласа лартать. Пуринчен ытла аортăна, чĕре артерине "юратать" вăл.

Юнра япăх холестерин ỹссе кайни апатран нумай килет. Çуллă аш-какайран, услам çуран, çăмартаран хатĕрленĕ апат-çимĕçре холестерин нумай. Çавăнпа та ĕне тата сысна какайне çуллă мар чăхпа, кролик ашĕпе, услам çăва кукуруза, олива, хĕвел çаврăнăш çăвĕсемпе ылмаштарма сĕнеççĕ.

Тинĕс пуллинче, пахча çимĕçре, уйрăмах суханпа ыхрара, сĕлĕ кĕрпинче организмри ытлашши холестерина кăларма пулăшакан хутăшсем пур.

Табак туртни чĕрешĕн питĕ сиенлĕ. Пирус туртнă вăхăтра юн тымарĕсем пĕрĕнеççĕ, кислородпа сахал пуянланаççĕ, тĕтĕмпе пĕрле организма тĕрлĕ сиенлĕ хутăшсем лекеççĕ. Пирус туртаканпа пĕр пỹлĕмре пурăнакансем те пĕр пекех наркăмăшланаççĕ. Организмра япала ылмашăвĕ пăсăлсан, сахал хускану тусан кĕлетке виçи ỹссе каять. Çавăнпа та кĕлеткене виçере тытса тăма тăрăшăр. Унăн йывăрăшĕ виçерен 1 кг иртсен те юн пусăмĕ ртуть юпинчен 4 мм чухлĕ ỹсет.

Час-часах тарăхса, вĕчĕрхенсе, ним çук çĕртен пăлханса, хуйхăрса çỹрени те чĕре чирне яма пултарать. Савăк, ырă пулни, çывăх çынсемпе кăмăллă калаçни юн пусăмне, чĕре таппине йĕркене кĕртет, организмри япаласен ылмашăвне лайăхлатать.

Пирĕн сывлăх хамăртан нумай килет. Çавăнпа та ăна упрама, çирĕплетме ỹркенес марччĕ.

М.ПАТШИНА, диагностика функцийĕн врачĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика