Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шĕкĕр хулан кун-çулĕ анлă

19 октября 2013 г.

Шĕкĕр хулан кун-çулĕ анлă

19 октября 2013 г.

Чăваш Республикин тĕп хулин - Шупашкарăн кун-çулĕ анлă. Çырулăхра ăна 1469 çултан пуçласа аса илнĕ. Çавăн чухне Хусан ханствине кайнă чухне кунта вырăссем чарăнса тăнă.

1555 çултанпа, Чăваш Ен Мускав патшалăхне хăйĕн ирĕкĕпе кĕнĕ тапхăртан пуçласа, Шупашкар уесĕ йĕркеленнĕ, çĕр-шывăн кăнтăр чиккисене сыхлама крепоç туса хунă. 17 ĕмĕр вĕçĕнче хула хỹтĕлевçĕ ята çухатать, Атăлçи тăрăхĕнче суту-илỹ центрĕнчен пĕри пулса тăрать.

Суту-илỹ аталанни, православи сарăлни, чăваш халăхĕ массăллăн тĕне кĕни хулан архитектура сăн-сăпатне улăштарать - унта чиркỹсем сахал мар çĕкленеççĕ. Хальхи вăхăтченех Введени соборĕ хăйĕн патне илĕртет. Хулан чăн-чăн илемне 17 ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче çĕкленĕ. Унăн чанĕсен сасси Атăл тăрăх инçете-инçете сарăлнă.

16-17 ĕмĕрсенче Шупашкарта арçынсен Троица тата Преображени мăнастирĕсем, хĕрарăмсен Николаев тата Благовещени мăнастирĕсем, 18 ĕмĕрте Вознесени, Пукрав, Воскресени чиркĕвĕсем çĕкленнĕ. Купсасем хăйсем валли чулран çуртсем тунă.

1767 çулта II Екатерина патша, Атăл тăрăх Шупашкар патĕнчен ишсе кайнă май, хулан илемне пысăка хурса хакланă, вăл "Чул хуларан чылай илемлĕрех" тесе палăртнă. Шупашкар пирки лайăхпа çеç Радищевпа Шевченко та асăннă. Çул çỹревçĕсенчен чылайăшĕ Шупашкар илемлĕхне аса илнĕ. Сăмахран, И.Г. Георги академик, Шупашкарта 1774 çулта пулнăскер, çакна палăртнă: "Илемлĕ, чултан тунă вун виçĕ чиркỹ, 4 мăнастир, ратуша, купсасен хăш-пĕр çурчĕсем хулана чăннипех илем кỹреççĕ".

18-19 ĕмĕрсенче хула, тĕпрен илсен, суту-илỹпе палăрнă. Çапах та Шупашкарта сăра чулне кăларасси, кирпĕч, сăран, сало, чан тăвакан заводсем аталанасси те малалла пырать. Хула салат, эрех туса илессипе те аталанать. Унăн тĕп урамĕсем Хусана, Мускава тухса каякан çулсемпе çыхăнаççĕ.

1920 çулта, Чăваш автономине йĕркеленĕ хыççăн, Шупашкар унăн тĕп хули пулса тăрать. Çакă ăна ăнăçлă аталанма парать. 1940 çул тĕлне хулара 40 пин, 1958 çул тĕлне 100 пин, 2012 çул тĕлне 460,4 пин çын пурăннă.

Шупашкар чăваш çырăвне йĕркелекен И.Я. Яковлевпа, К.В. Иванов, М. Çеçпĕл поэтсемпе, Чăваш Енĕн пĕрремĕш космонавчĕпе А.Г. Николаевпа, В.И. Чапаев комдив тата ытти паллă çынсемпе чăннипех мухтанма пултарать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика