16 октября 2013 г.
Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенчи экономика кăтартăвĕсене тишкерни тупăшăн ытларах пайĕ выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене туса илсе сутнинчен пырса кĕнине çирĕплетет. Уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакан ял çынни те сĕт, аш-какай туса илнипе алă çавăрса пурăнать.
Хальхи вăхăтра сĕт хаклансах пынине кура ăна "шурă ылтăнпа" танлаштаратпăр. Аш-какай та йỹнĕ мар. Кăçал сĕтĕн сутлăх хакĕ çуллахи вăхăтра та чакмарĕ - 1 килограмĕ вăтамран 11-12 тенкĕрен кая мар пулчĕ. Кĕркунне тĕлне 18 тенке çитрĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем ĕçлесе хатĕрлекен предприятисене хальхи вăхăтра ăна шăпах çак хакпа сутаççĕ. Хĕллехи тапхăрта хаксем тата ỹсме кирлине палăртаççĕ. Анчах тăтăш улшăнса тăракан хаксем çинчен, уйрăмах хушма хуçалăхра ĕне усракансем, информаци çителĕксĕр пулнăран, вăхăтра пĕлсе-асăрхаса тăраймасса пултараççĕ. Çавна май вĕсем хăйсем туса илекен чĕр тавара посредниксене йỹнĕрех хакпа парса янин тĕслĕхĕсемпе çине-çинех тĕл пулма тỹр килет. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев иртнĕ кунсенче район администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ видеоконференцире шăпах çак ыйту çинче те тĕплĕн чарăнса тăнă. Унăн шучĕпе, хальхи вăхăтра посредниксем ял çыннине сĕтшĕн сĕнекен хак тивĕçтермелли мар. - Хамăра улталама парар мар, - тесе уççăн палăртать Чăваш Республикин Пуçлăхĕ.
Выльăх-чĕрлĕх продукцийĕсене туса илсе сутнинчен çулталăк тăршшĕпех ирĕклĕ усă курмалăх укçа-тенкĕ тума май пур. Çакна тĕпе хурса районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче мăйракаллă шултăра выльăхсен, çав шутран сăвăнакан ĕнесен хисепне, унпа пĕрлех, продукци туса илессине те ỹстерсех пыраççĕ. Иртнĕ çулхи 9 уйăхрипе танлаштарсан мăйракаллă шултăра выльăхсем 4 процент - 330 пуç ытларах (пурĕ 8436 пуç), çав шутран пĕтĕм категорири хуçалăхсенче сăвăнакан ĕнесем 7 процент - 334 пуç ытларах (пурĕ 5425 пуç) пулнине шута илнĕ. Çак тапхăрта пĕтĕмпе 15248 центнер (иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен 10 процент ытларах) аш-какай, 11561 центнер (10 процент ытларах) сĕт туса илнĕ. Район кăтартăвĕсем республика шайĕнче те тĕслĕх пулса тăраççĕ.
Апла пулин те юлашки çулсенче уйрăм хушма хуçалăхсенчи ĕне выльăхсен хисепĕ палăрмаллах чакнă. Ĕне усракан ял çыннисем кăçал иртнĕ çулхинчен те 4 процент каярах шутланаççĕ. Çакăн сăлтавĕ мĕнре? Иртнĕ çулсенче кашни ялта килĕрен тенĕ пек сăвăнакан ĕне, пăру-вăкăр тытни аса килет. Çав тапхăрти çынсем ватăлса пыраççĕ мар-и? Ĕне усрама, ăна хĕлĕн-çăвĕн алăран парса тăрантарма вара çирĕп вăй-хал кирлĕ. Çамрăксем ытларахăшĕ хулара тымар яраççĕ. Вĕсем пирки татса, хирĕçлесе калани те тĕрĕсех пулман пулĕччĕ. Мĕншĕн тесен шăпине ял пурнăçĕпе çыхăнтарнисем хушшинче пултаруллă, ĕçлеме ỹркенмен çамрăксем сахаллăн мар. Хальхи вăхăтра уйрăмах аш-какай, сĕт туса илсе сутни çемье бюджетне тупăш кỹнине те вĕсем лайăх ăнланаççĕ. Çавна май районта пĕр-пĕрин хыççăн çемье фермисене йĕркелесе яма хăюлăх çитерекен çамрăксен йышĕ те ỹссех пырать. Ял çамрăкĕсене хăйсен ĕçне пикенме пулăшас тĕллевпе патшалăх та тĕрлĕ енлĕн пулăшать. Ку тĕлĕшпе çулсерен тĕрлĕрен программăсем ĕçе кĕреççĕ. Теветкеллĕ çынсем çак майсемпе усă кураççĕ те. Тĕслĕхрен, нумаях пулмасть Кушкăри Чайкинсем хăйсен пĕчĕк фермине хута яма пултарнине, унта йышлă выльăх-чĕрлĕх усрама тытăннине курса ĕнентĕмĕр. Çавăн пекех Каркаларти Андрей Севриков, Аслă Елчĕкри Сергей Бобин, Анатри Тимешри Олег Гаврилов, Аслă Пăла Тимешри Денис Александров, Пикшикри Рустем Багаутдинов, Яманчỹрелĕнчи Валентина Емельянова та хăйсен фермисене йĕркелесе янă, усăллă, кирлĕ ĕç тунипе ытти çынсен чун-чĕрисене хавхалану кỹреççĕ.
Светлана АРХИПОВА.