22 декабря 2012 г.
Володя мĕн пĕчĕкрен ỹкерме кăмăлланă. Тĕрлĕрен япаласенчен тĕлĕнмелле кỹлепесем тума тытăнсан та ĕç ăнса пынă унăн. Пĕр çулхине "Пионер сасси" хаçатра шкул ачисен ỹкерчĕкĕсене тишкерсе Василий Эктел статья пичетленĕ. Унта çамрăк ỹнерçĕсен пултарулăх енĕсене çутатнă вăл. Володьăна маттуррисен ушкăнне кĕртсе мухтаса та илнĕ. Çакăн хыççăн арçын ачан кăмăл-туйăмĕ çĕкленет, пултарулăхне малалла аталантарма тăрăшать. Хаçатпа туслă çыхăну тытасси те ỹсет. Çитĕнсе пынăçемĕн сăрă ĕçне чунтан парăннăскерĕн ỹкерчĕкĕсемпе карикатурисем республикăри хаçат-журналта пĕр вĕçĕм пичетленеççĕ. Алă ĕçне ăста Елчĕк ен йĕкĕчĕ ытларах юмахри мыскараллă сюжетсем ỹкерме кăмăллать. Филолог пулнă май вăл халăх юмахĕсене, халапсене ĕненмелле, илĕртỹллĕ хут çине куçарать. Ỹнерçĕшĕн чăваш теми чи пахи шутланать. Владимир Петрович хăй илемлетсе "Чăваш тĕнчи" кĕнеке пичетлесе кăларма та мехел çитерет. 2011 çулта унăн "Çăлтăр çỹлти тỹпере" кĕнеки кун çути курать. Унта автор чăваш йăла-йĕркине çутатать, çавăн пекех тĕнчене мĕнле ăнланнине çырса кăтартать. Шупашкарта пурăнакан ентешĕмĕрĕн пултарулăхĕ çинчен тен чылайччен пĕлмесĕрех пурăннă пулăттăмăр, Тĕп хулара музейсен ĕçченĕсемпе тĕл пулнă вăхăтра ăнсăртран пĕлме тỹр килчĕ ỹнерçĕ çинчен. Хамăр тăрăхри талантсемпе вара эпир паллаштарсах тăратпăр. Раштав уйăхĕн 18-мĕшĕнче Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕнче В. Галошевăн куравĕ ĕçлеме пуçларĕ. Вăл уçăлнă самант чăннипех асамлă пулчĕ. Владимир Петрович каласа панине пĕр вĕçĕм итлеме пулать. Ытла та кăсăклă унăн "халапĕсем". Чăваш халăх тĕнчине тĕпчекен çын ахальтен мар фильм та ỹкернĕ. Кунашкал анимациллĕ фильмсем унăн пĕрре çеç мар. Мультфильм евĕрлех "кино" ачасемшĕн тĕлĕнмелле интереслĕ. Курав уçнă вăхăтра Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти ачасем В.Галошев хатĕрленĕ чылай мультфильмпа паллашрĕç. Куравра ентеш художникăн ỹкерчĕкĕсем çирĕм ытла. Вĕсенче чăваш тĕнчи яр уççăн курăнать. Район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пайĕн ертỹçи А.Александрова пултаруллă ентешĕмĕре хамăр тăрăхри çынсем валли курав йĕркелеме пултарнăшăн тав турĕ, асăнмалăх парне пачĕ. Владимир Петрович парăмра юлмарĕ, Елчĕкри музея тата библиотекăна хăйĕн кĕнекисене парнелерĕ. Елчĕкри культурăпа кану центрĕ çумĕнчи аслă ăрури çынсен фольклор ансамблĕ курава юрă-кĕвĕпе илемлетрĕ. Пултаруллă ỹнерçĕ, филолог кун-çулĕ, паллах, чылайăшне кăсăклантарать. Владимир Галошев 1968 çулта Кушкă ялĕнче çуралнă. 1983 çулта сакăр класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти 4-мĕш училищĕре пĕлỹ пухма пуçланă. Унтан ăнăçлă вĕренсе тухсан Аслă Пăла Тимешĕнчи культура çуртĕнче ĕçленĕ. Çулталăкран пĕлĕве ỹстерес тĕлĕшпе Шупашкара тухса кайнă. И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетне пĕтерсе аслă пĕлỹ илнĕ. 1995 çулта пиллĕкмĕш курс студенчĕ "Ровесник" хаçат корреспонденчĕ пулса тăнă. 1996 çулта вара ЧПУра фотографра ĕçлеме пуçланă. Студент çулĕсенче хăйне художник-оформитель пек кăтартнă çамрăка И.Н.Ульянов музейĕнче чăвашсене çутта кăларакан Иван Яковлевич экспозицине ĕçе кĕртме шанса панă. 2004 çулта наукăпа тĕпчев институчĕн сотрудникĕнче тăрăшакан Владимир Петрович "Становление системы образования чувашского народа" кĕнеке пичетлесе кăларас ĕçре пысăк активлăхпа палăрнă. Каярах Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн аппаратĕнче ертсе пыракан специалист пулса вăй хунă. Хальхи вăхăтра вăл ирĕклĕ ỹнерçĕ. Ỹкерет, фильм хыççăн фильм хатĕрлет. Килсе курăр курава, ỹкĕнмĕр. В.ВАСТУЛОВА. Сăн ỹкерчĕкре: куравра.
Источник: "Елчĕк Ен"