14 октября 2013 г.
"Победа" ял хуçалăх предприятийĕнче фермăри выльăх-чĕрлĕхе хĕл кунĕсенче тăрантарса усрама пахалăхлă утăпа сенаж анчах мар, куккуруза силосне те ытлăн-çитлĕнех хатĕрлесе хăварма пултарнă. Кăçал ăна траншейăсене 1200 тонна хывнă.
- Мăйракаллă шултăра выльăхсем иртнĕ çулхипе танлаштарсан 80 пуç ытларах шутланаççĕ. Хатĕрленĕ апат вара вĕсене умаран юличчен тăрантармалăх та çитет - пĕр условнăй выльăх пуçне 43 апат единицинчен кая мар тивĕçмелле, - тет ял хуçалăх предприятийĕн ертỹçи Николай Головин.
Выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте Дон-680 йышши ятарлă комбайнпа усă курса ĕçленĕрен ĕç тухăçлăхĕ пысăк пулнă. Николай Логинов механизатор хăватлă техникăна кăлтăксăр ĕçлеттернĕ. Владимир Козловпа Сергей Елисеев, Лев Портнов вĕтетнĕ массăна ферма çывăхĕнчи траншейăна турттарассишĕн яваплă пулнă. Василий Портновпа Николай Смирнов механизаторсем вара силоса пусăрăнтарнă çĕрте тимленĕ.