14 октября 2013 г.
Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассине тĕпе хунă "Победа" сахал яваплă юлташлăхра фермăсене реконструкци тăвасси çине иртнĕ çулсенченех пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çапла майпа кунта ĕлĕкхи кивĕ витесене юхăнма та памаççĕ.
Кăçал та курăмлă ĕç тунă: уй-хирти пуянлăха пухса кĕртнипе пĕр вăхăтрах Исемпел ялĕнчи усă курман лаша витине тĕплĕн юсаса çĕнетнĕ. Тухăçлă ĕçлеме пĕтĕм услови пур - апат сĕтелĕ таран вырнаçтарнă витене 80 пуç мăйракаллă шултăра выльăха самăртма хупнă.
Çитес вăхăтрах Аслă Пăла Тимеш ферминчи тепĕр кивĕ витене реконструкци тума палăртаççĕ.
С.АНАТОЛЬЕВА.