14 октября 2013 г.
Кушкă ялĕн çамрăкĕсем - Чайкинсем, чăннипех, теветкеллĕ те пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ, ĕçрен хăраман çынсем. Упăшкипе арăмĕ - Александр тата Ирина, фермер ĕçне пикенме шут тытнăскерсем, кăçал хăйсен пĕчĕк фермине туса лартма та пултарчĕç.
Вăл питех те меллĕ вырăнта вырнаçнă. Унччен "Кушкă" ял хуçалăх предприятийĕн трактор паркĕ пулнă территорире ăна хăш вăхăтра хăпартса лартнине çынсем нумайăшĕ сиссе те юлайман.
- Ĕçе утă уйăхĕнче пикентĕмĕр. Кĕркуннеччен витене хута яраймасран малтан кăштах шикленнĕччĕ. Халĕ ĕнтĕ хĕл сиввинчен те хăрамастпăр. Хăтлă витене вырнаçтарнă ĕне выльăха хĕл тапхăрĕнче тăрантарма çителĕклĕ апат хатĕрлесе хăварнă, - каласа кăтартать хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçи Ирина Чайкина.
Витене çĕнĕ йышши материалсемпе усă курса ансат конструкципе тунă. Малашне ĕç условийĕсене çынсене тивĕçтермелли туса çитересшĕн, навус кăларакан транспортер, сĕт пăрăхĕ вырнаçтарасси пирки шухăшлаççĕ. Мĕншĕн тесен выльăхсен хисепне малашне тата ỹстерме палăртнă: вĕсем 50 пуçран кая мар пулмалла. Хальхи вăхăтра вырăнта туса илекен аш-какайпа сĕтĕн сутлăх хакĕ йỹнех пулманни ытти фермерсене те, ял хуçалăх предприятийĕсене те ĕне выльăхсен хисепне ỹстерме хистет.
... Шупашкарта ĕçлесе пурăннă Чайкинсене тăван яла таврăнма, фермер ĕçне пикенме мĕн хистенĕ?
Ашшĕ, Пантелеймон Петрович, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă хыççăн амăшне, Валентина Васильевнăна, килти хуçалăха пĕччен тытса пыма çăмăл пулманнине ăнланса Александр тăван ялта тымар ярса пурăнмаллине ăнланнă. Çитменнине, çемьери 5 ывăлран вăл - чи кĕçĕнни. Апла пулсан, чăвашсен ĕлĕкхи йăли-йĕркипе тĕп çурта тытса пыракан, йăх-несĕле малалла тăсакан та унăнах пулмалла. Ирина мăшăрĕ те, хамăрпа кỹршĕллĕ Комсомольски районĕнчи ĕçпе пиçĕхнĕ çемьере ỹссе çитĕннĕскер, яла пурăнма куçас шухăша хапăлласа йышăннă.
Иртнĕ çулсенче тавара пĕр çĕртен йỹнĕрех хакпа туянса тепĕр вырăнта хаклăрах хакпа сутакансем, тем тесен те, туянакансенчен те ытларахчĕ-тăр. Пырса ан калаç - пĕр-пĕрин хыççăн пурте пасарта сутă тăваççĕ. Шупашкартан яла таврăнсан Чайкинсем те, пытармалли çук, ыттисен тĕслĕхĕпе пĕр вăхăт пасарта тĕрлĕ тавар сутнă. Анчах вĕсем суту-илỹпе аппаланасси хăйсен ĕçĕ пулманнине, чун ыйтни урăххи пулнине çийĕнчех ăнланса илнĕ. Çапла майпа вĕсем выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçе пикеннĕ. Вăй питти çулĕсене тăван хуçалăхра - фермăра ĕçлесе ирттернĕ амăшĕ, Валя аппа та ывăлĕпе кинĕн шухăшне чун-чĕрипе хĕпĕртесе йышăннă. Кулленхи ĕçре вăл çамрăксене хавхалантарса пынă, вăй-халĕ çитнĕ таран пулăшнă та. Малтанхи çулсенче килти хушма хуçалăхра сăвăнакан 3 ĕне усранă, вĕсен пăрăвĕсене çитĕнтерсе пĕтĕлентернĕ - ĕне тума хатĕрленĕ, вăкăрсене самăртма хупнă. Çапла майпа ĕне выльăхсен хисепĕ кашни çул ỹссе пынă. Килти хушма хуçалăха аталантарма патшалăх çăмăллăхлă кредит уйăрни те самай пулăшу пулнă. Йышлă выльăх-чĕрлĕхе тăрантарма апат та сахал мар кирлĕ пулассине ăнланса 40 гектар çинче выльăх апачлĕх культурăсем çитĕнтерме тытăннă, çĕр лаптăкне арендăна илнĕ. Çĕнĕ йышши урапаллă икĕ трактор туяннă. Ĕçе пикенни анчах çителĕксĕр, ăна йĕркелесе пыма та çăмăл мар...
Хальхи вăхăтра Чайкинсен фермер (хресчен) хуçалăхĕнче 10 вăкăр самăртаççĕ, харăсах 14 ĕне сăваççĕ. Хатĕр чĕр тавар ăçта, кама сутасси пирки вара пуç ватасси çук, ялта темиçе çын та сĕт пухать. Сĕтĕн хакĕ те пур, кăçал вăл çуллахи вăхăтра та йỹнĕ пулмарĕ. Ăна сутнинчен алла куллен укçа кĕни мал ĕмĕтпе пурăнма, хавхаланса ĕçлеме хистет. Ĕçе кирлĕ пек йĕркелесе çитерсен вĕсем чĕр тавара ĕçлесе хатĕрлекен предприятисене хăйсем тĕллĕн леçесси пирки те шухăшлаççĕ.
Чуна çывăх ĕçре пикенсе тимлеме тытăннăранпа Александрпа Иринăна Мускавра тата ытти пысăк хуласенче ĕçлекенсем шантаракан пысăк кĕмĕл те илĕртмест. Тăван çĕр çинче тар кăларса ĕçлени, унăн сĕткенĕпе пулнă укçа-тенкĕ вара - чи сумли, чи перекетли....
Светлана АРХИПОВА.