03 октября 2013 г.
Производствăна кирлĕ шайра аталантарас тĕллевпе "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче çĕнĕлĕхсене алла илессипе тимлеççĕ.
Ял хуçалăх предприятийĕнче хальхи вăхăтра усă куракан çĕр лаптăкĕ те сахалах мар. Малашне ĕç тухăçлăхĕпе хăвăртлăхне тата ỹстерес тĕллевпе нумаях пулмасть тĕрлĕ ĕç тăвакан Valtra йышши урапаллă тракторсене пĕр харăс икĕ единица туянма пултарнă. Унпа мĕн пур ĕçе пурнăçлама пулать. Финлянди çĕр-шывĕнче туса кăларнă техникăн хакĕ те пысăк - 4 миллион тенке яхăн. Унсăр пуçне, çĕнĕ йышши культиваторпа плуг та туяннă.
Чулхулари сервис службин ĕçченĕсем хăватлă техникăсене ĕçлеттерме Леонид Сусметов тата Владислав Изратов механизаторсене ятарласа вĕрентнĕ. Тракторсем мĕнле ĕçленине малтанласа асăрхаса тăрассине те сервис служби хăй çине илет.