03 октября 2013 г.
ИТАР-ТАСС пĕлтернĕ тăрăх, Раççей премьер-министрĕ Д.Медведев çывăх вăхăтра Раççейри субъектсем "Газпром" умĕнчи парăма татасси мĕнле ĕçлесе пынипе канашлу ирттересшĕн. Çакăн çинчен вăл Пĕтĕм тĕнчери XII "Сочи-2013" инвестици форумĕнче пĕлтернĕ. Д.Медведев çак тĕл пулура газификаци çинчен анчах мар, парăмсене тỹлесси пирки те калаçу пырассине пĕлтернĕ.
"Газпром" ертỹçи А.Миллер пысăк парăмлă регионсенче газификацин тата газпа тивĕçтерессин шайĕ те чакассине палăртнă.
"Корректировка результачĕсем тăрăх РФ 9 субъектĕнче газификаци тата газпа тивĕçтерес программăсем валли укçа-тенкĕ калăпăшне чакарма тивет. Çапах тепĕр енчен, 8 субъектра ăна ỹстертĕмĕр, май пулнă таран вĕсене пулăшăпăр", - тесе пĕлтернĕ "Газпром" ертỹçи.
Вăл лидерсен йышне Воронеж, Ленинград, Омск, Томск облаçĕсене, Пермьпа Хабаровск крайĕсене, Ханты-Мансийск автономи округне, Чăваш Ене кĕртнĕ. А.Миллер шучĕпе, çак регионсенче финанс климачĕ лайăхрах.
Сăн ỹкерчĕкре: М.Игнатьевпа А.Миллер тĕл пулу вăхăтĕнче.