30 сентября 2013 г.
Районти ятарлă комиссипе ял хуçалăх предприятийĕсенчи выльăх-чĕрлĕх фермисене хĕле мĕнле хатĕрленине тĕрĕслесси малалла пырать.
"Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕнче выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Усă куракан 100 гектар çĕр пуçне шутласан мăйракаллă шултăра выльăхсен хисепĕ кунта чи пысăкки, продукци туса илессин кăтартăвĕсем те сулмаклă. Апла пулин те паянхи çитĕнỹ чикĕ пулманнине кунта лайăх ăнланаççĕ. Сăвăнакан ĕнесен хисепне тата продуктивлăха ỹстерес тĕллевпе Мари Эл Республикинчен хура-ула ăратри 30 пуç пĕтĕ пушмак пăру туянни те çакна уçăмлăн çирĕплетет. Çурла уйăхĕнче кỹрсе килнĕ çамрăк ĕне выльăхсене тĕп кĕтĕве кĕртиччен карантинта тытаççĕ, малашне вĕсем ушкăнпа пăрулама та тытăнĕç.
Черетлĕ хĕл тапхăрне хатĕрленсе ял хуçалăх предприятийĕнче çирĕп апат никĕсĕ хывса хăварнă. Иртнĕ çул хатĕрленĕ сенажпа силос та пур, пахалăхĕпе вăл кăçалхинчен пĕрре те кая мар.
Юсав ĕçĕсене Кавалти ĕне ферминче уйрăмах нумай пурнăçланă. Кунта çĕнĕ шыв башни лартнă. Икĕ витере навус кăларакан транспортерсем, шыв шайлашăвне кирлĕ пек йĕркелесе тăракан поилкăсем вырнаçтарнă. Ĕне выльăхсене уçăлма кăларакан картишĕнчи картасене çĕнĕрен тытнă, юсанă. Шыв анасран пур фермăри витесен çи виттийĕсене юсанă, территорисене тирпей-илем кĕртнĕ. Витесене дезинфекци туса шуратассине те вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçланă. Дезинфекцие районти ветеринари станцийĕн ĕçченĕсем ДУК йышши ятарлă установкăпа усă курса тунă.
"Эмметево" сахал яваплă юлташлăхра та выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарма тата çак тапхăрта кирлĕ шайри продукци туса илме майсем çителĕклĕ. Иртнĕ çулсенче тĕпрен реконструкци тунă Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ĕне ферминчи тирпейлĕхпе хăтлăха курса савăнмалăх пур. Ахальтен-и юлашки çулсенче фермăна ĕçлеме çамрăксем ытларах та ытларах туртăнаççĕ. Светлана Улянкина, Вероника Сергеева, Марина Архиповапа Алена Савельева ĕне сăвакан операторсене фермăна ĕçлеме пыма шăпах кунти лайăх условисем хавхалантарнă та. Сысна ферминчи витесене те чи малтан дезинфекци тунă, шуратнă. Урайсене улăштарнă, территорие карта тытса çавăрнă.
Çулталăка япăх мар кăтартусемпе вĕçлес шанăç та пур. Çак вăхăтчен иртнĕ çулхинчен 159 центнер ытларах - пурĕ 844 центнер аш-какай, 624 центнер ытларах - пурĕ 5500 центнер сĕт туса илме пултарнă. Пĕр ĕнерен 4435 килограмм сĕт сунă.
"Знамя", "Труд" ял хуçалăх производство кооперативĕсенче витесене дезинфекци тунă, анчах вĕсене шуратма ĕлкĕреймен-ха. Тип Тимешре сăвăнакан ĕнесен кĕтĕвне ỹстересшĕн, çак тĕллевпе 5 пуç ăратлă пушмак пăру туянма палăртнă. "Трудра" çак кунсенчех пăру витин çи виттине улăштарма тытăнмалла.
"Урожай" сахал яваплă юлташлăхри ĕне ферми вĕр çĕнĕ. Тĕп тĕллев фермăри выльăх-чĕрлĕхе хĕл кунĕсенче тăрантарса усрама çителĕклĕ таран апат хатĕрлесе хăварасси пулнă. Ветеринарипе санитари йĕркисене мĕнле пăхăнса ĕçлени те тивĕçтерет, витесене кĕнĕ çĕрте дезоматсем вырнаçтарнă. Анчах витесене çак вăхăтчен те дезинфекци тума ĕлкĕрейменнине асăрхаттарса каламасăр иртме çуках. "Аранчеево" сахал яваплă юлташлăхри фермăра та çак ỹкерчĕкех - профилактика дезинфекцине пурнăçламаннине курма пулать. Комисси пулнă кун ял хуçалăх предприятийĕн ертỹçи вырăнта пулманран тĕрĕслеве çитес кунсенче ирттерме палăртнă.
Светлана АРХИПОВА.
Источник: "Елчĕк Ен"