25 сентября 2013 г.
Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем парассинче нумай функциллĕ центрсен пĕлтерĕшĕ пысăк. Кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра çакăн пек 26 центр ĕçлет, çав шутра Елчĕк районĕнче те. Тĕрлĕ пулăшусем паракан 81 "чỹрече" пур. Çулталăк пуçланнăранпа пурĕ 139,7 пин пулăшу панă.
Елчĕк районĕнче муниципалитетăн пулăшăвĕсене 135 çынна панă, 442 çын центра пынă, тĕрлĕ консультаци илнĕ.
Çынсене ытларах Росреестр, миграци, социаллă службăсен пулăшăвĕсем кăсăклантараççĕ. Кăçал çеç республикăри нумай функциллĕ центрсене Росреестр паракан пулăшусене илме 4915 çын, миграци службине 9316 çын килнĕ.
Кăçалхи çул вĕçĕ тĕлне республикăра тĕрлĕ пулăшу паракан 116 (районта - 5) "чỹрече" ĕçе кĕмелле. Çавăн пекех тĕрлĕ пулăшу паракан "пĕр чỹрече" йышĕ те ỹсет: республикăра 120, районта 4. Малашне Çирĕклĕ Шăхалĕнчи, Аслă Пăла Тимешри, Аслă Таяпари, Тăрăмри библиотекăсенче те тĕрлĕ пулăшу илме май пулĕ.