Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă çын ырă ят хăварать

11 сентября 2013 г.

Ырă çын ырă ят хăварать

Çынна унăн ĕçĕсене кура хаклаççĕ. Хăйĕн ĕмĕрне пархатарлă пурăнса ирттерекене вилсен те ăш пиллĕн, ырăпа аса илеççĕ. Кавал ялĕнче пурăннă çут çанталăк тусĕн - вăрман лартса çитĕнтерме пултарнă, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă Маркел Сергеевич Теллинăн ятне те ял-йыш унăн пархатарлă ĕçĕшĕн ĕмĕр-ĕмĕр ырăпа аса илĕ.

Маркел Теллин - манăн пичче. Çакăн чухлĕ тĕрлĕ йышши йывăçа мĕн тери юратса çитĕнтерекен çын пирки вăл пурăннă чухнех каласа кăтартма шухăш пурччĕ. Хăй сывă чухне ĕлкĕреймерĕм, паян хушнă ыр сăмахăмăр унăн ачисемпе мăнукĕсен, тăванĕсен чун-чĕрисенче ырă кăмăл-туйăм çуратасса шанатăп. Маркел Сергеевич ỹстернĕ садри кашни йывăç-тĕм хăй вырăнне тупнă. Вĕсене вăл пуçласа 30 çул каялла, çырма-çатраллă вырăна лартса хăварнă. Халĕ çак вырăнта вăрман ешерет. Виçĕ çул каялла лартнă кедр тата каштан йывăçĕсем те лайăх чĕрĕлнĕ. Çурт умĕнче тата пахчара сайра тĕл пулакан кăвак чăрăшсем çитĕнеççĕ. Теллинсем патĕнче хăнара пулакансем уйрăмах çак вырăнта сăн ỹкерттерме кăмăллаççĕ. Пĕчĕк вăрманта ахаль чăрăшсем те пур, икĕ лаптăкра - хыр йывăççисем, пĕрисем 15 çула яхăн, теприсем 9 çул ỹсеççĕ. Садри улмуççисем, паланпа пилеш те аякранах куçа илĕртеççĕ, вĕсен турачĕсем сĕтеклĕ çимĕçсен йывăрăшне аран йăтса лараççĕ. Кунти пек ỹкерчĕке ачасен юмах кĕнекисенче анчах асăрхама пулать пулĕ. Кунта эпĕ хамăн ĕмĕрте пуçласа барбарис, туя тĕмĕсене куртăм, палларăм. Çинçе пилĕклĕ хурăнсем çине те ăмсанса тинкертĕм. Хурăнлăхри вырăнсем вырăс ỹнерçисем çут çанталăк çинчен çырнă ỹкерчĕксене аса илтереççĕ. Чăн-чăн вăрман патшалăхĕнче пулса курнă пекех туйăнчĕ.

Вăл йывăçсене мĕншĕн çав териех нумай лартнине ыйтсан Маркел Сергеевич епле хурав панине калам-и? "Çĕр çинче аппаланасси манăн юратнă ĕç анчах мар. Хамăн алăпа лартнă йывăçсем епле ỹснине, тĕрлĕ кайăксем вĕçсе килсе унта йăва çавăрнине курса вăй-хал пухатăп. Ĕçлесе ывăннă хыççăн сада тухатăп та аллăмсене йывăç вуллисем çине хуратăп, хыр йывăççисен сиплĕ шăршипе киленетĕп. Ку йывăçсене хама киленмелĕх, вĕсен илемĕшĕн анчах мар, малашлăха ĕмĕтленсе лартатăп. Манăн мăнукăмсем те пур-çке. Вĕсене çут çанталăка юратма, упрама вĕрентсе ỹстерес кăмăлăм пысăк. Хальлĕхе пĕчĕккĕ вĕсем, мĕн пурне ăнланса илеймессе те пултараççĕ. Малашне вара эпĕ вĕсене йывăçсем лартма хăнăхтарăп....", - терĕ. Çак сăмахсем çумне урăх тата мĕн хушса калама пулĕ?

Маркел Теллин, чăннипех, пуян чун-чĕреллĕ çынччĕ. Пурте ун пек пулма пултараймаççĕ те. Вырăссен паллă писателĕ Максим Горький калани аса килет: "Эсĕ лартнă чечексем эсĕ кайнă хыççăн та ỹсеççĕ. Эпĕ вĕсем çине тинкеретĕп те эсĕ манăн юлташ пулнине, хăвăн хыççăн мĕн тери хитрелĕх, илем - чечексем хăварнине аса илсе савăнатăп". Çак сăмахсене Маркел Сергеевич пирки каланăнах туйăнать. Вăл лартнă йывăçсем те çулран-çул çỹлерех ỹссе вăй илĕç, тавралăха, яла илем кỹрĕç, çынсене савăнтарĕç. Тĕрлĕ кайăксем вĕçсе килсе йывăçсем çине йăва çавăрĕç, чĕпписене кăларĕç - пурнăç малалла тăсăлĕ....

Аэлита ГОРДЕЕВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Маркел Теллин (сылтăмран иккĕмĕш) хăй ỹстернĕ садра çывăх çыннисемпе юлашки хут тĕл пулнă самант.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика