29 августа 2013 г.
Çуллахи кану хыççăн шкул ачисем каллех парта хушшине ларĕç. Вĕсене вĕренĕве тỹрех пуçăнма анчах мар, çул-йĕр çинче çỹреме хăнăхма та йывăртарах.
Çакна шута илсе çуллахи каникул хыççăн республикăра кашни çулах "Асăрханăр, ачасем!" профилактика операцийĕ иртет.
Раççей çулĕсем çинче çулсеренех сахал мар ача вилет. Кăçалхи 7 уйăхра ачасем хутшăннипе пулакан ДТПсен шучĕ ỹснĕ. 160 авари вăхăтĕнче 5 ача (иртнĕ çул - 6) вилнĕ, 166-шĕ (пĕлтĕр 147) тĕрлĕ суран илнĕ. Çак хăрушă инкексен тĕп сăлтавĕ - ача çул çỹремелли йĕркесене пĕлменнинче, аслисен тимсĕрлĕхĕнче. Çавăнпа та патшалăх автоинспекцийĕ водительсемпе ашшĕ-амăшне яланах асăрхануллă пулма, çул-йĕр правилисемпе ачасене те пĕчĕкренех тĕплĕн паллаштарма ыйтать.
"Асăрханăр, ачасем!" операци вăхăтĕнче шкулсенче конкурс-викторинăсем, класс сехечĕсемпе калаçусем ирттерме палăртаççĕ.