19 декабря 2012 г.
Вăйлă çынсене мĕн авалтан хисепленĕ Елчĕк тăрăхĕнче. Ăнсăртран мар ĕнтĕ йывăр атлетсен, кĕрешекенсен ăмăртăвĕсене çамрăксем ялан йышлăн хутшăнаççĕ. Елчĕк районĕнче йывăр атлетика иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенчех лайăх аталанма пуçланă. Ун чухне республикăри ăмăртусенче Н.Мальков çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тунă, Чăваш АССР рекорчĕсене нумай хутчен çĕнетнĕ. Йывăр атлетикăна районта аталантарса яраканĕ те вăлах пулнă. Паянхи кун тĕлне пирĕн районта 19 спорт мастерĕ. Спорт мастерĕн кандидачĕсем те, разрядниксем те йышлăн. Çак кунсенче Çĕнĕ Шупашкар хулинче çамрăксемпе хĕрсем хушшинче Чăваш Республикин чемпионачĕ иртрĕ. Унта 1996 çулта çуралнă тата çамрăкрах атлетсем хутшăнчĕç. Çак ăмăртăва Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар, Елчĕк, Çĕмĕрле, Улатăр, Етĕрне, Патăрьел командисем хутшăнчĕç. Унта пирĕн районти хĕрсен пĕрлештернĕ команди иккĕмĕш, каччăсен пĕрремĕш вырăнсем йышăнчĕç. Ăмăртăва Чăваш Республикин физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн çумĕ С.Шелтуков, Чăваш Республикин йывăр атлетикăн федерацийĕн президенчĕ Г.Иванов, Раççей тава тивĕçлĕ мастерĕ, Олимп вăййисене хутшăннă, халĕ Çĕнĕ Шупашкар хулин командин тренерĕ Ю.Мышковец уçрĕç, атлетсене ăнăçу, спортра çитĕнỹсем тума сунчĕç. Малтан хĕрсем тупăшрĕç. 34 кг виçере пĕрремĕш вырăна П.Андреева йышăнчĕ. Иккĕмĕш вырăнта А.Панкратова пулчĕ. 40 кг виçере Е.Ертмакова çĕнтерỹçĕ ята тивĕçрĕ. 53 кг таякан атлеткăсенчен М.Портнова иккĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ. 53 кг йывăртарах атлеткăсенчен В.Ананьева - пĕрремĕш вырăнта. Арçын ачасенчен ăмăртăва 30 кг таякан атлетсем пуçларĕç. Пĕрремĕш вырăнта - А.Паршуков. Пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине командăри юлташĕ А.Чернов хăпарчĕ. 34 кг атлетсем хушшинче А.Чугунов виççĕмĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. 38 кг атлетсем хушшинче А.Смирнов виççĕмĕш вырăна тухрĕ. 50 кг атлетсем хушшинче иккĕмĕш вырăна М.Краснов йышăнчĕ. 56 кг таякан атлетсем хушшинче çивĕч кĕрешỹ пулчĕ. Олимп резервĕн училищин вĕренекенĕ Э.Миронов, Елчĕк каччи, пĕрремĕш вырăна тухрĕ, иккĕмĕшĕ - В.Викторов. 62 кг, 69 кг атлетсем хушшинче виççĕмĕш вырăна В.Павлов тухрĕ. В.Зайцев - иккĕмĕш вырăнта. 69 килограмран йывăртарах атлетсенчен Энтепе каччи А.Марков иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Александр помост çинчен тỹрех 80 килограмлă штангăна çĕклерĕ, кăкăр çинчен 105 кг тĕртрĕ. Ытти атлетсем те командăна паха очкосем пачĕç: В.Воробьев, А.Перцев, А.Сайкин, Е.Цветков, Д.Зайцев, Н.Конюков. Елчĕк район чысне Курнавăш, Энтепе, Кивĕ Эйпеç, Таяпа Энтри, Аслă Пăла Тимеш, Тăрăм, Çĕнĕ Пăва, Елчĕк атлечĕсем хỹтĕлерĕç. Çак атлетсене хатĕрленĕшĕн Н.Молоствов, А.Убасев, В.Марков тата А.Портнов тренерсене пысăк тав. Çавăн пекех пирĕн ентеше - Çĕнĕ Шупашкар хулин СДЮШОР директорне Б.Атаманова тав тăвас килет. Тепĕр пысăк уяв раштавăн 22-мĕшĕнче ДЮСШ 30 çулхи юбилейне, Елчĕк районĕнче йывăр атлетикăн пуçаруçине Н.Малькова халалланă турнир пулать. Унта пурне те пырса курма йыхравлатпăр. О.КЛЕМЕНТЬЕВ, Раççей спорт мастерĕ.
Источник: "Елчĕк Ен"