Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сахăр диабечĕ тата профилактика

19 декабря 2012 г.

Сахăр диабечĕ вăл - юнра сахăр шайĕ ỹссе кайни. Уйрăмах чир ытла вăраха кайсан хăрушă. Вăхăт иртнĕçемĕн юн пусăмĕнче сахăр нумайланни куçсенче, прере, урасенче палăрма пуçлать. Куçсемпе прере юн куçакан тымарсем ыратнипе çынсем асапланма пуçлаççĕ. Сахăр диабечĕн чирĕ икĕ тĕрлĕ пулать. Пĕрремĕшĕ инсулинпа çыхăннă. Ун пек чухне организмра инсулин туса кăларакан клеткăсем пĕтеççĕ. Инсулин вăл - организмри клеткăсене юнри сахăра ирĕлтерсе йышăнма пулăшакан гормон тата глюкоза юна кĕме пултартăр тесе клеткăсене уçакан хатĕр. Çыннăн пурнăçне çăлса хăварма организма инсулин кĕртмелле. Иккĕмĕшĕ инсулинпа çыхăнса тăмасть. Организмра ун виçи тивĕçлĕ шайра пулсан та, стресс вăхăтĕнче диабет кетоацидозĕ пулма пултарать. Ытлашши мăнтăрланни те чир пуçланас хăрушлăх кăларса тăратать. Кунсăр пуçне панкреатит, панкреатоэктимол, эмел тата наркăмăшлă япаласем витĕм книпе çыхăннă тепĕр тĕрлĕ сахăр диабечĕ пулма пултарать. Эпир организма кирлĕ энергие углеводсенчен (сахăр), белоксенчен тата çусенчен илетпĕр. Организмшăн сахăр уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ (калăпăр, спорт хусканăвĕсем тунă чухне энерги кăларать). Сахăр диабечĕ пуçлансан урасенче юн çаврăнăшĕ ерипенленме, ỹт-тире тĕрлĕ бактерисем, кăмпа чирĕсем сиенлеме пултараççĕ. Ỹт çинче глюкоза пурри инфекци саракан бактерисемшĕн питĕ лайăх услови пулса тăрать. Çавăнпа та кашни кун урасене ача-пăча супăнĕпе лайăх çумалла, вĕсене шывра 5 минутран ытла тытмалла мар. Пỹрнесем хушшине уйрăмах лайăх çумалла. Çунă хыççăн урасене çемçе ал шăллипе лайăх типĕтмелле, нỹрĕлентерекен кремпа усă курмалла. Çара уран çỹремелле мар. Тара çăтса илекен, ура тупанĕсене "сывлама" ирĕк паракан тата урасене типĕ тытакан çăмран е мамăкран çыхнă алсиш-чăлха тăхăнса çỹремелле. Нускисене кашни кун улăштармалла. Атă-пушмак та меллĕ пулмалла. Чир ан пуçлантăр тесен эрех-сăрапа, пируспа туслă пулмалла мар. Апат-çимĕçпе те пĕлсе апатланмалла. Организма тĕрлĕ хусканусемпе тăтăшах пиçĕхтермелле. И.СТОЛЯРОВ, тĕп больницăри райтерапевт

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика