Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ техника киввине улăштарать

19 декабря 2012 г.

Çулталăк пуçланнăранпа районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем 77 техника хатĕрĕ, пурĕ 84681 пин тенкĕлĕх туяннă. Иртнĕ çулта вĕсем пурĕ 45987 пин тенкĕлĕх 47 техника хатĕрĕпе пуянланнăччĕ. Хуçалăхсенчи машинăпа трактор паркĕсенче кивĕ йышши техника хатĕрĕ сахал мар. Вĕсене юсама, ĕçе кĕртме укçа-тенкĕ чылай кирлĕ. Çавăнпа хуçалăхсен ертỹçисем, специалистсем çĕнĕ йышши, энергие, ресурссене перекетлекен техника туянма тăрăшаççĕ. Уйрăмах ку тĕлĕшпе "Победа" ООО ăнăçлă ĕçлет. Кăçал çеç кунта инвестици кредичĕпе (пурĕ 22712 пин тенкĕ) усă курса "Агротехкомплект" АУО урлă çĕнĕ 19 техника хатĕрĕ туянма май тупнă. Уйрăмах юлташлăхра Беларус-2022.3 (2 единица), Беларус-1025 тракторсем, выльăх апачĕ хатĕрлекен Дон-680 комбайн, КСУ-1.0 косилка тата ыттисем паллă вырăн йышăнаççĕ. Урăхла каласан, "Победа" ОООра çĕре ĕçлесе хатĕрлес, акас ĕçсенчен пуçласа выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрлес, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса илес, выльăх-чĕрлĕх фермисенче апат валеçес таранах усă куракан техника хатĕрĕсем пĕтĕмпех çĕнĕ. Техника хатĕрĕсене çĕнетни пысăк тухăç патне илсе пырать - ахальтен мар юлташлăхра выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхĕ пысăк. Машинăпа трактор паркĕсене çĕнетес тĕлĕшпе "Комбайн" ЯХПК та ăнăçлă тăрăшать. Кунта кашни çулах çĕнĕ техника хатĕрĕсем туянаççĕ. Кăçал çеç кооперативра 9 техника хатĕрĕ, çав шутра ACROS-530 комбайн, Беларус-82.1 трактор, пурĕ 8750 пин тенкĕлĕх илсе килнĕ. "Прогресс" АХО та 3 техника хатĕрĕ - ACROS-530 комбайнсем (2 штук), КСУ-1.0 туянма мехел çитернĕ. "Энтепе" ООО та 5437 пин тенкĕлĕх 9 техника хатĕрĕпе пуянланнă. Аталанса пыракан ытти хуçалăхсем те çĕнĕ техника туянма майсем шыраççĕ. Çак тĕллевпе тĕрлĕ çăл куçсенчи укçа-тенкĕпе усă кураççĕ: инвестици кредичĕсем, лизинг мелĕпе тата хăйсем ĕçлесе илекен укçа-тенкĕпе. Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем, уйрăм çынсем хамăр çĕр-шывра, Беларусра туса кăларакан техникăна кăмăллаççĕ. Уйрăмах Минск трактор завочĕн Беларус-892, Беларус-1221, Беларус-82.1 тракторсене, тĕш тырă пухакан ACROS-530, выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрлекен Дон-680М комбайнсене, хăй тĕллĕн çỹрекен КСУ-1.0 косилкăна тата ял хуçалăхĕнче усă куракан ытти йышши техника хатĕрĕсене туянаççĕ. А.СОЛОВЬЕВ, патшалăх техника асăрхавĕн районти инспекцийĕн ертỹçи

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика