Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наркотике хирĕç - пĕрлехи вăйпа

13 августа 2013 г.

Елчĕк район прокуратуринче районти право хурал органĕсен ертỹçисен координаци канашлăвĕ иртнĕ.

Лару ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, Чăваш Республикин прокуратурин уголовлă-процессуаллă тата оперативлă шырав ĕçĕ-хĕлĕн асăрхавĕн пайĕн аслă прокурорĕ Д.Максимов, Чăваш Республикинчи наркотик çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан службăн Канашри районсем хушшинчи уйрăмĕн представителĕсем, районти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн наркотике хирĕç кĕрешекен комиссин членĕсем тата ыттисем те хутшăннă. Пуçтарăннисем наркотик хатĕрĕсен, психотроплă хутăшсен саккунсăр çаврăнăшне тупса палăртассипе тата çынсен нуши çинче укçа-тенкĕ тăвакансен çулне пỹлессипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă, ку енĕпе ĕçлекен органсен представителĕсен отчечĕсене итленĕ.

Наркомание хирĕç кĕрешесси çине Чăваш Республикинчи наркотик çаврăнăшне тĕрĕслекен служба ĕçченĕсемпе пĕрле ШĔМĕн районти полици пайĕн сотрудникĕсем те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çавна май республикăра анчах мар, районта та "Мăкăнь" операци ирттересси йăлана кĕнĕ. Асăннă операцие йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем çулсеренех виçĕ тапхăрпа йĕркелеççĕ, çак хушăра рейдсем, халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсем пыраççĕ. "Мăкăнь" операцин 2-мĕш тапхăрĕ çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 20-мĕшĕччен тăсăлать. Кăçал пĕрремĕш тапхăрта (çу уйăхĕн 31-мĕшĕ - утă уйăхĕн 31-мĕшĕ) ШĔМĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕн уголовлă-шырав ушкăнĕн сотрудникĕсем наркотик хатĕрĕсен, психотроплă хутăшсен саккунсăр çаврăнăшне хирĕçле сферăра 1 преступлени тунине тупса палăртнă.

Халăха пĕлсе тăма: енчен те пахчара е кил картинче мăкăнь е кантăр çитĕнет пулсан ăна пĕр тăхтаса тăмасăр çăлса ывăтмалла. Унсăрăн саккун умĕнче явап тытма тивĕ.

Лару вĕçĕнче йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем асăннă ыйту çивĕчрен те çивĕччисен шутĕнче пулнине, çак киревсĕрлĕхе хирĕç кĕрешес ĕçре вăйсене пĕрлештермеллине тата ку ĕçе общественноçа та анлăн явăçтармаллине палăртнă.

Е.ПЕТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика