13 августа 2013 г.
Район прокуратури вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем йышăннă право акчĕсем саккунпа килĕшсе тăнине тĕрĕслесех тăрать, нормативлă право акчĕсемпе проекчĕсене коррупцие хирĕçле экспертиза тăвассипе тимлет.
Кăçалхи 6 уйăхра прокуратура ĕçченĕсем 96 нормативлă право акчĕпе (10-шне хирĕçленĕ) 98 проектне тишкернĕ.
Асăннă тапхăрта муниципалитет право акчĕсене йышăннă чух йĕркене пăхăнман 1 тĕслĕх тупса палăртнă, çитменлĕхсене пĕтерме хушса представлени çырнă.
Район прокуратурин работникĕсем районти Депутатсен пухăвĕн кашни ларăвнех хутшăнаççĕ. Вĕсем вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче пăхса тухма нормăпа право акчĕсене хатĕрлессипе çыхăннă 15 сĕнỹ, 3 проект, тĕслĕхлĕ 3 нормативлă право акчĕ тăратнă, коррупци сĕмĕллĕ 1 нормативлă право актне тупса палăртнă.
Право акчĕсем саккунпа килĕшсе тăнине йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем малашне те тĕрĕслесех тăрĕç.
П.КОКОРЕВ, район прокурорĕн çумĕ.